Вăрнар округĕнче Ял хĕрарăмĕн кунĕ тĕлне хатĕрленĕ мероприятисем тĕрлĕ енлĕхпе асра юлаççĕ. Вĕсенчен пĕри - «Харпăр хăй çĕрĕн хуçи» портрет-каç
Иртнĕ эрнере ун йĕркипе Вăрнарти ис-торипе краеведени музейĕнче кăсăклă тĕлпулу иртрĕ. Творчество мастерскойне çÿрекенсем Çĕрпелĕн маттур хĕрĕ, кунти шкулти физкультура, ИЗО тата технологи учителĕ, Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ Надежда Андреева ертсе пынипе тĕлĕнмелле мастер-класа хутшăнчĕç.
Надежда Викторовна - алăсталăхĕн маçтăрĕ, ал айĕнчи чылай япаларан паха ĕçсем ăсталать. Ачасене вăл халăх искусстви урлă тăван çĕре, çемьене юратма вĕрентет. Ăрусен çыхăнăвĕн çирĕплĕхне туйма хăнăхтарать.
Унăн мухтавлă тивĕçĕ - «Ял шурăмпуçĕ» картина галерейине упрама тата аталантарма пултарни. Тен, хăшĕ пĕлмест те пулĕ, Надежда Викторовна Николай Карачарсков ертсе пынипе художниксен ушкăнĕ ÿкернĕ ĕçсене тăсаканĕ. 2010 çулта вăл «Янгорчино» хуçалăхăн ветеранĕсемпе хисеплĕ колхозникĕсен портречĕсене хăйсенчен пăхса ÿкернĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2026 |
