Хаваслă шăв-шав, йăл кулăпа çиçекен чипер сăнсем... Таврара - çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм... «Рассвет» спорт шкулĕн залĕнче иртнĕ кĕçнерникун чăннипех те хĕрÿ те илемлĕ пулчĕ!
Çак илеме парнелекенсем - округри спорта юратакан чиперккесем. Вĕсем, чи хастар та пултаруллисем, ялти хĕрарăмсем хушшинче иртекен «Грация села» спартакиадăн муниципаллă тапхăрне хутшăнчĕç. Ăна республикăра мĕнпур çĕрте Ял хĕрарăмĕн кунĕ тĕлне анлăн йĕркеленĕ.
Хăйсен вăй-халне тĕрĕслеме, туслăн ăмăртма çак кун мĕнпур ÿсĕмри пикесем килсе çитнĕ: кĕçĕн çулхисенчен пуçласа 80-ран каçнисем таранах. Командăсене округ администрацийĕ, тĕрлĕрен предприятисемпе организацисем, территори пайĕсем тăратнă. Уйрăмах вĕрентÿ организацийĕсен ушкăнĕсем йышлă пулчĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Октябрь 2026 |
