Ентешсем - чемпионатра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.10.2026, 14:11 Просмотров: 9

Наци библиотекинче пенсионерсем хушшинче финанс пĕлÿлĕхĕ енĕпе Пĕтĕм Раççейри чемпионатăн регион тапхăрĕ иртнĕ.

Ăмăртăва финанс министрĕ Игорь Смирнов уçнă. Вăл мероприяти кирлĕлĕхне палăртса пурне те ăнăçу, çĕнтерÿ патне талпăнма суннă.

Ăмăртăва кĕмĕл ÿсĕмри 38 çын хутшăннă, чи асли - 81 çулта, чи çамрăкки - 59 çулта. Вăрнар округĕн чысне поселокри Людмила Тимофеевăпа Валентина Панькова тата Хирпуçĕнчи Альбина Семенова хÿтĕленĕ.

Хастарсем кăсăклă тест заданийĕсене пурнăçланă. Мушенниксенчен еплерех тĕрĕс хÿтĕленессипе, укçа-тенке упрассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Финанс консультанчĕ, Юрий Хаматов методолог «Пенси капиталĕн хальхи меслечĕсем. Нумай вăхăт управа хунă укçа-тенкĕ тĕлĕшпе патшалăх программин уйрăмлăхĕсем» темăпа тухса калаçнă.

- Чемпионата пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Питĕ кăсăклă пулчĕ. Участниксемпе, йĕркелÿçĕсемпе калаçрăм. Вĕсем хушшинче опытлă экономистсем те пулчĕç. Лекторсем нумай усăллă сĕнÿ пачĕç, - терĕ кăмăллăн Альбина Семенова.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика