Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Ял управçи» премийĕн пĕрремĕш лауреачĕсене торжествăлла лару-тăрура чысланă. Масштаблă церемони Ял хĕрарăмĕн кунне халалланă мероприятисене пĕтĕмлетнĕ. Ялсемпе саласенче пурăнакан хĕрарăмсем пурнăçа ырă енне улăштараççĕ, пĕчĕк бизнеса активлă аталантараççĕ, агротуризм проекчĕсене çул параççĕ, ялсене хăтлăх кĕртессипе, çул-йĕрсемпе шкулсене, больницăсене юсаса çĕнетессипе пуçарулăх кăтартаççĕ.
Çавăнпа пĕрлех вĕсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстереççĕ, килти хуçалăха тытса пыраççĕ, чăваш культурин авалхи йăли-йĕркисене сыхласа хăвараççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна гуманитари пулăшăвĕ ярас ĕçре те хастар. «Вăл ăçта - унта пурнăç» преми чĕнĕвĕ хĕрарăмăн чăн пĕлтерĕшне туллин уçса парать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Октябрь 2026 |
