Педагогика ветеранĕсене хисеплеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 14:32 Просмотров: 8

Юлашки вăхăтра Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче улшăнусем пулчĕç, халĕ вăл Çĕрпÿри филиал шутланать, директорĕ те ылмашрĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ те Людмила Иванова педагогика ветеранĕсене хисепе хурать. Нумаях пулмасть учрежденире ăрусене çыхăнтаракан тĕлпулу иртрĕ.

Нумай çул пĕрле тăрăшнă ĕçтешсемпе курса калаçсан кăмăл çĕкленчĕ. Мĕн чухлĕ аса илмелли пулчĕ, кашни ача куç умĕнче. Хăшĕсемшĕн куляннă та, вĕренсе тухса тĕрĕс çул çине тăччăр, алла илнĕ профессипе усă курмалла пултăр тесе тăрăшрăмăр.

Пире, ветерансене, ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Людмила Евгеньевна директор зала пуçтарса саламларĕ. Студентсем концерт кăтартрĕç, ватăсене хисеплесе ташă-юрăпа саламларĕç. Кайран «Мила» кафене илсе кайрĕç, тутлă апатпа чейпе хăналарĕç. Тĕлпулу «Единая Россия» партин «Аслă ăру» проекчĕ йĕркипе иртрĕ.

Паянхи кун Вăрнар ял хуçалăх техникумĕ - Раççей Геройĕ Е.С. Александров ячĕпе хисепленекен Чăваш аграри колледжĕ йышĕнче. Çамрăксене тĕрлĕ професси енĕпе хатĕрлет ?«повар, кондитер», «каменщик», «пахчаçă», «ветеринари», «строительство ĕçĕсен маçтăрĕ», «аппарат тата программа хатĕрĕсен наладчикĕ», «ял хуçалăх производствин маçтăрĕ»%. Кунта 407 студент вĕренет, 44 сотрудник ĕçлет.

Колледжра ырă кăмăллă педагогсемпе мастерсем ĕçлеççĕ, тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Техникумра ĕçлекенсене тата вĕренекенсене эпир çирĕп сывлăх, юрату, чăтăмлăх сунатпăр.

Зоя КУЗНЕЦОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика