Кăçал «Земство культура ĕçченĕ» программăпа ялсенчи тата 50 пин çынран сахалрах пурăнакан хуласенчи библиотекăсене, ÿнер шкулĕсене, культура çурчĕсене 12 специалист ĕçе вырнаçнă. Пурĕ 2026 çула 20 вакантлă вырăн пăхса тухнă.
Федераллă программăна пула Вăрнар округĕнчи районти культура çурчĕн штачĕ те пуянланнă. Мия Владимировна Милкович конкурс суйлавĕ витĕр ăнăçлă тухса программăна хутшăнма тивĕçнĕ. Халĕ вăл культура çурчĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕнче вăй хурать.
«Земство культура ĕçченĕ» программа 2025 çултан вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи культура учрежденийĕсене ĕçлеме килекен специалистсене 1 млн тенкĕ параççĕ. Çак укçапа вĕсем хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ. Йĕрке тăрăх, килĕшÿ тунисен 5 çул ĕçлемелле.
Хамăр инф.
Октябрь 2026 |
