Юлашки вăхăтра çакăн пек ултав мелĕ анлă сарăлчĕ. Мушенниксем пĕр-пĕр çыннăн социаллă сетьри страницине «çĕмĕреççĕ» те ун ячĕпе тăванĕсем, тус-юлташĕсем патне суя пĕлтерÿсем яраççĕ.
Ытларах чухне пĕлтерÿсенче – укçан пулăшма ыйтни. Хăшĕ-пĕрисем чăнах та ĕненеççĕ, ним тĕрĕслемесĕрех укçа куçараççĕ. Халĕ пурин те кĕсье телефонĕсем пур, мĕншĕн шăнкăравласа тĕрĕслес мар – пĕлтерĕве çыраканĕ тăванĕ-пĕлĕшех-и; Тепĕр тесен, укçана куçа-куçăн е шăнкăравласа мар, социаллă сетьре ыйтни те сисчĕвлентерме кирлĕ.
Акă, хамăр районта пулнă тĕслĕх. 29-ти хĕр патне пĕлĕшĕ шăнкăравланă. «Сана кивçен панă укçана хăçан тавăрса паратăн;» – ыйтнă вăл. Çакна кĕтмен хĕр шалт тĕлĕнсе кайнă: мĕнле укçа, хăçан илнĕ; Пĕлĕшĕ ăнлантарса парсан кăна пĕтĕмпех уçăмланнă. Вăл хайхи хĕр ятĕнчен социаллă сетьре виçĕ пин çурă ыйтакан пĕлтерĕве илнĕ-мĕн.
«Ют çыннăн уйрăм даннăйĕсемпе усă курса тунă ултав тĕлĕшпе тишкерÿ пырать. Полици сотрудникĕсем арçынна çапла çăмăллăн улталакана палăртассипе ĕçлеççĕ», – пĕлтереççĕ Шалти ĕçсен республикăри министерствинчен.
Çакăн евĕр преступленисем нумаййине кура, йĕрке хуралçисем питĕ тимлĕ пулма сĕнеççĕ, вăл шутра – Интернетри суту-илÿре те. Таçтан аякран шăнкăравласа финанс операцисене тума хĕтĕртекенсене те вуçех ĕненме юрамасть. Социаллă сетьре кирек кам укçа ыйтса çырсан та, паллакан ячĕпе пулсан та, ун патне шăнкăравламалла, пĕлтерÿ авторĕ кам пулнине тĕрĕслемелле.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |