Пăртас тата Кайри Тукай ялĕсем пирки сăмах пуçличчен темиçе ĕмĕр каяллахи тапхăра – Тăваттăмĕш Йăван (Хаяр Йăван) пуç пулнă çулсене – таврăнма лекет.
Вырăссен патши Хаяр Йăван йышлă çар пухса 1552 çулта Хусана парăнтарма шутлать. Ку вăхăтра Сăр юханшывĕпе унăн юпписем – Алгашка тата Типовка çумĕнчи, хальхи Пăрачкавпа Кудеиха ялĕсем тăрăхĕнчи çĕрсем çинче черемис-чăвашсем пурăннă. Авалхи документсем тăрăх çакă паллă: Кудей ялĕ çумĕнче черемис-чăвашсен Тукай, Сител, Шĕкĕр (халĕ Канаш районне кĕрекен Çеçпĕл ялĕ), Анишхăва ялĕсем пулнă. Çав çулсенче Сăр юханшывĕ тăрăхĕнче тĕпленнĕ халăхсен пурнăçĕ çăмăлтарах пулма пултарнă. Сăр юханшывĕ, кунти вăрмансем, юханшыв çулĕ улшăннă хыççăн пулса кайнă пĕвесем çынсене кăштах тулăхрах пурăнма пулăшнă. Ку тăрăхри халăхăн мăн аслашшĕсен вырăнне пăрахса каяс шухăш нихăçан та пулман. Анчах сăлтавсем пĕчĕккĕн тупăнса пыма пуçланă.
1551 çулта Сăрт-ту енче пурăнакан черемис-тутарсем, черемис-чăвашсем, черемис-çармăссем, мишерсемпе мордвасем Хусан патшалăхне пăрахса вырăссемпе пĕрлешме килĕшнĕ. Хусан патшалăхне ертсе пыракансем – Чингизăн çамрăк ăрăвĕсем – Сăрт-ту енче пурăнакан халăха пĕртте хисеплемен. Тĕрĕссипе, вĕсене чаплă та вăйлă салтаксем, çăкăр, ытти пуянлăх кăна кирлĕ пулнă. Хусан ханĕсем вăйлă та пуянлăх паракан Сăрт-ту енчи пысăк лаптăка çухатнăшăн кунта пурăнакан халăхсене питĕ хытă тарăхнă. Вĕсем Аçтăрхан, Крым, Çĕпĕр ханствисене, Нухай уртине хăйсене майлă çавăрса Сăрт-ту енче пурăнакансене хирĕç тăратма тата хăратма тăрăшнă. Пурте пĕр майлă пулса пурнăçа ĕлĕкхи пек йĕркелесе ярса Раççей патшалăхĕн пуянлăхĕпе малашне те ирĕклĕн усă курма ĕмĕтленнĕ. Анчах пур енчен те вирлĕ хĕстернĕ пулсан та вырăс патшалăхĕ пĕчĕккĕн ура çине тăма пуçланă. Паянхи кунпа пăхсан, чăвашсен мăн аслашшĕсем Раççей патшалăхĕпе пĕрлешсе питĕ тĕрĕс тунă тесе калас килет.
1553 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче Хусан ханлăхне парăнтарнăранпа 465 çул иртрĕ. Çак тапхăрта чăвашсен çĕрĕсем çинче урăх пысăк вăрçăсем пулманни савăнтарать.
Вырăс çарĕсем Сăр юханшывĕн Алгашка ятлă юппи таврашĕнчи вырăнсене пăрахса кайнă хыççăн кунти чăвашсем пысăк йывăрлăха лекнĕ. Вĕсене хансен тарçисем, куçса çÿрекен халăхсем, вăрă-касаксем вăрттăн тапăнса çаратма пуçланă. Çакланнă çыннисене тыткăна илсе кайнă. 1598 çулсенче вырăссен пысăк пăлхавĕ пуçланнă. Хÿтĕсĕр юлнă халăхăн пурнăçĕ пушшех йывăрланнă. Çав çулсенче çĕнĕ вăрçăсем сике-сике тухнă, хăрушă чир-чĕр алхаснă. Çутçанталăк кăларса тăратнă пулăмсене пула çынсем пурлăхсăр тăрса юлнă, выçлăх хуçаланнă. Ахăрсаманара мĕнле те пулин сыхланса юлас тесе Сăр хĕрринчи черемис-чăвашсен ирĕксĕрех çĕнĕ вырăна тухса каймалла пулнă.
Пурăннă вырăнсенчен вĕсем 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче тапраннă пулас. Мĕншĕн тесен ку тапхăрта Алгашка юханшывĕ çумĕнчи çĕрсем темле майпа Чебоксар (Шупашкар) уесĕн шутĕнче тытăнса тăма пуçланă. Акă, 1615 çулхи бухгалтерсен хучĕсем унччен Тукай, Сител тата Шĕкĕр çĕрĕсем пулнă вырăнти лаптăксем Чебоксар уесĕн чикки пулнине çирĕплетеççĕ. Уес пуçлăхĕ çав çĕрсене Чебоксар хули çумĕнче пурăнакан халăха виçсе пама пуçланă. Малтан Сăр юханшывĕпе унăн юпписем – Алгашка, Типовка, Сиявка тата Кире – çумĕнчи çĕрсем çинче пурăннă черемис-чăвашсем пурте пĕр вырăна куçса каяйман. Ăçта май килнĕ çавăнта кил-çурт çавăрма тăрăшнă. Ытларах Цивильск (Çĕрпÿ) хули çумĕнчи çĕрсем çинче тĕпленнĕ. Çавăнпа вĕсем Цивильск уесне Тукай ятлă вулăспа кĕнĕ. Тукай вара ĕлĕк черемис-чăвашсем хушшинче паллă ят пулнă. Кайри Тукайĕ (вырăсла Напольное Тугаево) ĕлĕкхи хутсем тăрăх чи малтан 1649 çулта палăрнă. (ГИА ЧР. Оп. 1. Д. 1).
Вырăссен патши Алексей Михайлович пулнă вăхăтра, 1670–1671 çулсенче, халăхсем пăлханма пуçланă. Вĕсене касаксен атаманĕ Степан Разин ертсе пынă. Кĕскенрех калас-тăк, Чĕмпĕр хули патĕнчи çапăçу вăхăтĕнче, 1671 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче, Степан Разина йывăр амантнă. Ку кăна та мар, çав вăхăтра паян хулана вырăс патшин çарĕсем çитмелле, тесе суя сăмах сарнă. Атаман вара çакна тĕрĕслемесĕрех ĕненнĕ. Тĕрĕссипе каласан, çак суя сăмахсене илтнĕ хыççăн Степан Разинпа çывăх юлташĕсем хăраса ÿкнĕ те çапăçу вырăнне пăрахса кăнтăр енчи Дон юханшывĕ еннелле тухса тарнă. Атаман тарнине пĕлсен унăн çарĕ саланса кайнă. Чĕмпĕр патĕнче çапăçнисем Сăрт-ту енне куçнă та кунти халăха пăлхантарма пуçланă (халĕ ку çĕрсем Чăваш Республикине кĕреççĕ).
1671 çулхи январь (1700 çулччен Раççейре Çĕнĕ çул сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланнă) варринче пăлхавçăсене вырăс патшин çарĕсем хаяррăн пусарнă. Çакăн хыççăн вĕсене вырăс патшине парăнатпăр тесе тепĕр хут тупа тутарнă. Унтан список туса патшана пĕлтернĕ. Çав список тăрăх Çĕрпÿ уесне кĕрекен Тукай вулăсĕнчи Яманчурин Уразметов, Янчурин Янибеков тата Тоиш Степанов ятлă 100 пÿрт пуçлăхĕсем шутланса тăнă. Янчурин Янибеков 100 пÿрт пуçлăхĕн шутне Искей (халĕ Искеево-Яндуши), Сител (халĕ вырăсла Сиделево), Сител (халĕ Ушанар), Сител ятлă ялах (халĕ вырăсла Сидели, Патăрьел районĕнче), Сител ятлă ялах пулать (халĕ Кĕçĕн Тукай, Канаш районĕнче), Хирпуç, Хирпуç ятлă ялах, Тукай (халĕ Кайри Тукай) тата Пăртас ятлă ялсем кĕнĕ.
18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче, вырăссен патши Пĕрремĕш Петĕр пулнă вăхăтра, Тукай вулăсĕ малалла тата вăйлă аталаннă. Вулăсăн çĕр лаптăкĕсем те, ялĕсем те, халăхĕ те нумай пулнă пирки пуçлăха ертсе пыма йывăр пулнă. Çапла, Тукай вулăсне икке пайлама килĕшнĕ – Пĕрремĕш Тукай тата Иккĕмĕш Тукай вулăсĕсем йĕркеленĕ. Тоиш Степанов 100 пÿрт пуçлăхĕн шутне кĕнĕ ялсем Пĕрремĕш Тукай вулăсне, Яманчурин Уразметовпа Янчурин Янибеков 100 пÿрт пуçлăхĕсен шутĕнчи ялсем Иккĕмĕш Тукай вулăсне кĕнĕ.
1717 çулта Иккĕмĕш Тукай вулăсĕнче 21 ял, Пĕрремĕш Тукай вулăсĕнче 11 ял шутланнă. Анчах вĕсем ĕлĕкхи çĕрĕсене пăрахман. Май килнĕ таран вĕсемпе усă курма е тара пама тăрăшнă. Сăмахран, Сител ялĕнче пурăнакан черемис-чăвашсем (халĕ ку ял Канаш районне кĕрет) 1753 çулта Пăрачкав ялĕ çумĕнче тата Сăр юханшывĕ хĕрринче пулнă çĕрĕсене, вăрманне тата армана Пăрачкав ялĕн улпучĕ пулнă Петр Семенович Салтыков генерал-лейтенантăн тата графăн шаннă çыннине Сидор Мещерякова пилĕк çуллăха шанса панă. Çакăншăн маларах 50 тенкĕ илнĕ. (ГИА ЧР. Ф. 2. Оп. 1. Д. 59)
1717 çулта Пăртас ялĕнче 10 кил шутланса тăнă, тепĕр вăтăр çултан вара кунта 135 арçын пурăннă. Вĕсен хушшинче тĕне кĕнĕ 69 арçын шутланнă.
1717 çулта Кайри Тукай ялĕнче 21 кил пулнă, тепĕр вăтăр çултан кунта 165 арçын пурăннă. Тĕне кĕртнисем – 13 арçын.
Пăртас ялне илес-тĕк, ун пирки официаллă документсенче пĕрремĕш хут 1671 çулта асăннине пĕлетпĕр. Çакна Хусан университечĕ 2010 çулта пичетлесе кăларнă «Казанский край: язык памятников третей четверти XVII в.» кĕнекере (460-мĕш стр.) палăртнă. Тĕрĕссипе, Пăртас чылай маларах пуçланнă. Кĕнекере илсе кăтартнă документ çав çулсенче Пăртас Тукай вулăсне кĕнине çирĕплетет.
Хăшпĕр ăсчахсем Вăрнар районĕнчи Пăртас ялне халĕ Вăрмар районне кĕрекен Пăртас (халĕ Шăплат ятлă) çыннисем пуçарса янă тесе çирĕплетеççĕ. Ку тĕрĕс мар ăнлантару. Çав çулсенчи йĕрке тăрăх, куçса кайса çĕнĕрен йĕркеленнĕ ялсем те тĕп ял тăнă уесрах шутланнă. Вăрнар районĕнчи Пăртас нихăçан та Сĕве (Свияжск) уесĕн йышĕнче пулман. Вăл яланах, 1780 çулччен, Çĕрпÿ уесĕнче шутланнă, унтан ăна Тукай вулăсĕн шучĕпех Етĕрне уесне куçарнă.
Пăртас ялне пуçарса яракансем пĕрремĕш пÿрчĕсене Хăмăш (Камыш) ят панă çырма çумĕнчи тÿпем вырăнта туса лартнă. Халĕ ку çырма Буртасинка ятлă, ялăн çурçĕр енче вырнаçнă, шывĕ Вăтам Çавала юхать. Халĕ çак вырăн Гордей Пылин тата Садовăй урамсен вĕçĕпе тĕл килет.
1780 çулсенче ку вырăнта пурăннисенчен хăшпĕрисем Сурнар шывĕ хĕрринчи тÿпеме куçма тытăннă. Халĕ – Лесная урам. Кунти çĕнĕ яла Шалти Пăртас теме тытăннă, тĕп ялăн ячĕ Тулти Пăртас пулса тăнă.
Сурнар ялĕ пирки. Яла кунта юхса иртекен Сурнар шывĕн ятне панă. Чăвашсем пурăннă. 1780 çулччен Сĕве уесне кĕнĕ. Çав çул Сурнарта 20 арçын пурăннă. Етĕрне уесĕн 1826 çулхи финанс докуменчĕсем кунта 22 арçын пурăннине çирĕплетеççĕ. Яла вырăсла Новопоселенные Сурнары тесе çырнă. 1895 çулта вăл Туçи (халĕ Уравăш сали) вулăсне кĕнĕ. Тĕрлĕ вăхăтра Пăртас пекех Кушлавăш тата Нурăс вулăсĕсен йышĕнче пулнă. Унчченхи Сурнар ялĕ паян Заречная урама пĕлтерет.
Ĕлĕк çапла йĕрке пулнă. Пăртас ялĕ çумĕнче пушă çĕр лаптăкĕсем пулнине Сĕве уесĕнче пурăнакан халăхсем пĕлнĕ. Май килнĕ чухне çав çĕрсемпе усă курма ирĕк пама уес воеводинчен ыйтнă. Воеводăсем вара пушă çĕрсене тÿрех виçсе пама тарăшнă. Мĕншĕн тесен çĕрпе усă курнăшăн халăхăн налук тÿлемелле пулнă. Налук ытларах пухнăшăн, паллах, воеводăсене ырланă. Мĕншĕн тесен вĕсем патшалăха усă панă, уеса аталантарнă.
1964 çулта Тулти Пăртас, Шалти Пăртас тата Сурнар ялĕсем пĕрлешнĕ, яла Пăртас теме тытăннă.
Иккĕмĕш Кĕтерин патша указĕпе уессен воеводин должноçне пĕтерсе уессен тата вулăссен çĕр лаптăкĕсене улăштарнă. Çакăн хыççăн Пăртас ялне Етĕрне уесне кĕртнĕ, Кайри Тукай Çĕрпÿ уесĕнчех юлнă.
1780 çулта Пăртасра 111 арçын, 1826 çулта 158 арçын пурăннă. 1780 çулта Кайри Тукайра 122 арçын шутланнă.
1830 çулсенче çĕнĕ вулăссем йĕркеленĕ хыççăн Байсубаково вулăсĕ вырăнне Кушлавăш ятлă вулăс уçнă. Пысăкланнă çĕнĕ вулăса 23 ял кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче Пăртас ялĕ те пулнă.
1850 çулсенче Пăртас Аслă Хапăс вулăсне, 1900 çулсен пуçламăшĕнче Нурăс вулăсне кĕнĕ.
18-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Кайри Тукай ялĕ Пĕрремĕш Татмăш, 1830 çулсенче Çĕнĕ Мами, 1900 çулсен пуçламăшĕнче Сител вулăсĕсене кĕнĕ. Ку вулăссем пурте Çĕрпÿ уесĕн йышĕнче пулнă.
Пăртассем авал пысăк йăх пулнă. Вĕсем ытларах хальхи Пенза, Саратов облаçĕсене тата Мордва Республикине кĕрекен çĕрсем çинче пурăннă. Çак халăх пирки çырнисене 8-мĕш ĕмĕрти документсенче вулама пулать. Ĕмĕрсем иртнĕ май халăх ячĕ пĕчĕккĕн çухалнă. Халĕ «пăртас» сăмах ял, çĕр тата çын ячĕсенче çеç сыхланса юлнă. Пăртассен кун-çулĕ черемис халăхĕ пекех манăçа тухнă. Анчах ĕлĕкхи хутсенче чăвашсене, çармăссене тата тутарсене тепре чухне черемис тенĕ.
Тĕрĕссипе, пăртас ятлă халăх ăрăвĕсем хăйсен çĕрĕсем çинче тепĕр ятпа халĕ те пурăнаççĕ. Сăмахран, Мускаври хĕçпăшал палатин архивĕнчи документсенчен çакă паллă: 1624 çулта Алатырь (Улатăр) уесне кĕрекен Верхоалатырски тата Верхомянски тапăрĕсенче тутарсен, пăртассен тата мордвасен 110 ялĕ шутланнă. Ĕлĕк çакăнти çĕрсем çинче пурăнакансем нумай вăхăт хушши Ылтăн Урта патшалăхĕн пусмăрĕнче пулнă, тутар-монголсем хуçаланнă. Çак пысăк патшалăхра тем тĕрлĕ халăх пурăннă пулсан та вĕсен унăн саккунĕсене пăхăнма тивнĕ. Кунти çĕрсенче шăпанасемпе вăрă-хурах шайккисем пулнине пăхмасăр çынсем ытлашши нимĕнтен хăрамасăрах ирĕклĕ çÿренĕ. Калăпăр, чăвашсем те вăхăтлăха пăртассем патĕнче ĕçлесе пурăнма пултарнă. Кайран, тăван яла çаврăнса килсен, вĕсене çынсем вăрттăн «пăртас» тенĕ. Вырăссем патĕнче пурăнса вырăсларах калаçма пуçланисене ялта «вырăс» тенĕ. Çапла, çармăссем хушшинче пурăнса куçса килнисене «çармăс», касаксем патĕнче пурăнса таврăннисене «касак» теме тытăннă. Чăвашсен пысăк ялĕсенче Пăртас ятлă килкартисем паянхи кун та сыхланса юлнă. Тата чăвашсен хушшинче Буртасов, Бардасов, Партасов ятлă хушаматсем самаях тĕл пулаççĕ.
Сител, Шĕкĕр тата Искей ялĕсенче Пăртас ятлă çемьесем те пурăнма пултарнă. Май килтерсе вĕсем кил-çурчĕсене Вăтам Çавал юханшывĕ çумне кайса лартма килĕшнĕ. Халĕ те вĕсем çак вырăнта пурăнаççĕ. Маларах палăртрăмăр ĕнтĕ, Пăртас, Сител, Тукай, Шĕкĕр, Искей ялĕсенче пурăнакансен мăн-мăн аслашшĕсем ку вырăнсене Сăр юханшывĕ хĕрринчен куçса килнĕ. Акă, Пăртас ялĕнчен кăнтăр еннелле пуçланакан сĕм вăрманта «Сител» ятпа вырăн сыхланса юлнă. Сăмах Сител улăхĕпе Сител юханшывĕ пирки.
Ĕлĕкех Сăр, Алгашка тата Типовка юханшывсем çумĕнче пулнă Сител, Шĕкĕр, Тукай тата хальхи Пăртас ялĕ таврашĕнчи «Сител» ятлă вырăн 1760 çулсенче Петр Семенович Салтыков генерал-фельдмаршалăн тата графăн шутланса тăнă. 1753 çулта вăл граф тата генерал-лейтенант анчах пулнă. «Сител» ятлă улăхра (уçланкăра) вăл пысăк утар тата Кĕçĕн Çавал çинче шыв арманĕ тытнă. (ГИА ЧР. Ф. 545. Оп .1 . Д . 6).
Темиçе çул каялла Пăртас ялĕ çумĕнче авалхи масар вырăнне чавса тĕпчеме тытăннă. Тĕпчевçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çак вырăна черемис-чăвашсем куçса киличчен кунта мордвасем тата пăртассем пурăнма пултарнă. Căмахран, ун пек вырăнсем 16-мĕш ĕмĕрте хальхи Вăрмар тата Тăвай районĕсенче те пулнă.
Александр СТЕКЛОВ, тĕпчевçĕ.
Ноябрь 2024 |