Кил-çурт çавăрасси çăмăл мар: укçи-тенки те, вăй-халĕ те тем чухлех кирлĕ. Тепĕр чух вуншар çул та иртет. Енчен те тăрăшни, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă мул самантра çулăмра кĕл купине çаврăнсан.
Пысăк хуйхă, паллах. Çуртне-пурлăхне каллех тар тăкса çĕнетме май килĕ. Пушар çын пурнăçне татсан вара ăна нимпе те тавăраймăн. Вут-çулăмĕ никама та хĕрхенмест те, суйламасть те.
Юлашки кунсенче, акă, тавраллах типĕ курăк, хыт-хура çунать, унта та кунта çÿп-çап кăвайчĕсем ялкăшаççĕ. Пурте таврари вырăнсене тасатма-тирпейлеме тăрăшаççĕ ĕнтĕ. Анчах хăрушсăрлăх правилисене кашниех пăхăнни сисĕнмест. Нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юласси нивушлĕ хăратмасть-ши.
Хăрушлăхĕ чăнах та пысăк. Республикăра та синкерсем çине-çине темиçе те пулчĕç. Çÿп-çап куписене е хыт-хурана чĕртсе ярса асăрхануллă пулманран Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар районĕсенче çуртсемпе дачăсем çунса кайнă, Куславкка тăрăхĕнче 56-ри арçын ÿт-пĕвне вăйлах пĕçертни пулнă тата ытти те.
Хамăр районта та, асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, тунтикун тĕлне пилĕк тĕслĕхре çулăм типĕ курăкпа сарăлнă. Шăматкун пушар сÿнтерекенсен тÿрех виçĕ инкек вырăнне çитме тивнĕ. Туçи Мăратра, акă, хĕрарăм юр айĕнчен тухнă пĕлтĕрхи çулçăсене, хыт-хурана тата çÿп-çапа тирпейлесе пухнă, купана тивертсе янă. Вăхăтлăха кăвайта асăрхавсăр хăварнă. Нумай та кирлĕ мар, çулăм юнашар вырнаçнă пушă çурт çине куçнă. Ăна тулаш енчен сиенленĕ. Вăрнарта пулнă пушарăн та сăлтавĕ пĕрех. Типĕ курăкран сиксе ÿкнĕ «хĕрлĕ автан» сарай евĕр хуралтăна çулса илнĕ.
Çав кунах курăк Хураçырмара пысăк лаптăк çинче çуннă. Инкек синкерлĕ вĕçленнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çулăмра мар пулин те, ăна пула ватă çын пурнăçран уйрăлнă.
«Арçын таврара тасатас тенĕ, ахăртнех. Çакна инкек вырăнĕнче пулнă кĕрепле-сенĕксем çирĕплетеççĕ. Çулăм тĕрĕслевсĕр алхасма тытăнсан хăраса-пашăрханса ÿкнĕ пулинех. Хыпăнсах ăна сÿнтерме хăтланнă, шыв йăтнă. Витре, чейник выртатчĕç кунта. Çав вăхăтра хăйне япăх туйма пуçланă пулмалла, ÿкнĕ. Экспертизăн малтанхи кăтартăвĕсем ватă çыннăн чĕри тăрук тапма чарăннине палăртнă», – пĕлтерчĕç асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнче.
Хыпарланă тăрăх, тепĕр пушар апрелĕн 18-мĕшĕнче Хурăнсур Çармăсра çырăннă. Ку тĕслĕхре те çÿп-çап кăвайтĕнчен тухнă. Хыт-хура, хăмла çырли тĕммисен çатракисем тăрăх çулăм пĕр пушă çурт çывăхне çитнĕ.
Пушар хуралĕн ĕçченĕсен, паллах, çакнашкал инкексем татах та тухасси пирки пăшăрхану пур. «Кирек кампа урăххипе пулсан та, япăххи хăйне пырса тивмест тесе шутлать кашниех. Шăпах çак шухăш – чи пысăк йăнăш. Çавăнпах тимлĕх çухалать те», – асăрхаттараççĕ вĕсем.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |