Автоçулсем, посадкăсем хĕррине, çырмасене çÿп-çап тухса пăрахакансем çутçанталăкран ытла та хытă мăшкăлланăн туйăнать.
Чунсăр, ыттисене хисеплемен, хăйсене кăна «ăслă» тесе шутлакан çынсем темелле вĕсем пирки. Пысăк çулсем тăрăх кунне çĕр-çĕр машина чупать те, çÿп-çап хуçин йĕрне тупма йывăртарах тейĕн. Акă, нумаях пулмасть Йĕпреç енчен Вăрнаралла кĕрекен çул виçкĕтеслĕхĕнчи йĕркесĕрлĕх пирки çырнăччĕ.
Паллах, Вăрнар хула поселенийĕ ку çырăва тÿрех тимлĕхе илнĕ, кунти çÿп-çапа тасатнă.
Эх, çутçанталăка варалакансене тем пек хăйсене тупса тасаттарас килет. Çакăн пек тунин экологие сыхлас ĕçри витĕмлĕхĕ те пысăкрах пулĕччĕ... Уй куçлă, вăрман хăлхаллă темеççĕ-и-ха? Уйрăмах ялсенче экологие хирĕçлисене палăртма пулать-çке. Кунти пурнăç ал тупанĕ çинчи пек.
Акă, Пăртас ялне пырса кĕрекен автоçул хĕрринчи çырма çыранĕнчи ăпăр-тапăр купине илер. Ял çыннисем тимĕр табличкăсем, хăмасем кунта ăçтан, кама пула килсе выртнине, тен, пĕлеççех...
Çын, паллах, çутçанталăк хуçи. Анчах та унăн ăна пĕтерессишĕн мар, упрассишĕн тăрăшасчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.