Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, туберкулез столбнякран та, дифтеринчен те, грипран та хăрушăрах.
Çак инфекцие пула çĕршывра кашни кун 25 çын пурнăçран уйрăлать.
Патшалăх туберкулез сарăласран кирлĕ мерăсем йышăнать. Планпа килĕшÿллĕн, акă, çыннăн кашни çул флюорографи тĕпчевĕ витĕр тухмалла. Ÿслĕк аптратсан, сывлăш пÿлĕнсен, вăй-хал пĕтсен тухтăр патне васкавлăн каймалла. Туберкулезăн уçă формипе чирлекенсем _ инфекци саракансем. 5 е ытларах çул флюорографи тăманнисем уйрăмах хăрушă. Ытларах чухне шăпах та вĕсем хушшинче ÿпке туберкулезĕпе чирлисене тупса палăртатпăр.
Чир-чĕре вăхăтра тупса палăртсан туберкулезран сывалма пулать. Астăвăр: сывлăха тĕрĕслеттермесен ачăрсене те, çывăх çыннăрсене те инфекци ертме пултаратăр. Кашни 12 уйăхран флюорографи тĕпчевĕ тума ан манăр.
Ирина ИВАНОВА,
фтизиатр.
Ноябрь 2024 |