Манма юрамасть...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2020, 14:12 Просмотров: 240

Вăрçă астăвăмĕ чĕрери вĕри суран евĕрех. Нихăçан, нимле эмелпе сипленеймест. Вуншар çул хыçа юлсан та, хуйхăллă вăхăтсем çинчен никама манма памасть. Апла пулин те, куççуль витĕр çак астăвăм пирĕншĕн пуриншĕн çав тери хаклă та çутă. Урăхла пулма та пултараймасть – юнлă вăрçă асапĕ нихăш çемьерен аякран иртмен.

Кашни çемьен – хăйĕн паттăрĕ. Пирĕн те пур вăл... Çапăçу вут-хĕмĕнче пиçĕхнĕ мухтавлă салтак, ÿт-пÿри, чĕрери тÿрленми сурансемпе таврăннă Çĕнтерÿçĕ... Манăн юратнă асатте.

Александр Петрович тесе чĕнетчĕç ялта ăна пурте. Хисеплесе – яланах ашшĕ ячĕпе. Тепĕр тесен, ял-йыш хисепĕнче пулмасăр – вăл вулама-çырма вĕрентнĕ ача çук çемьене Çăлкас Кăкшăмра шыраса та тупаймастăн. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех кĕçĕннисене пĕлÿ парассишĕн, ăслă-тăнлă çын тăвассишĕн тăрăшнă вăл. Чылай çул ялти пуçламăш шкул ĕçне ертсе пынă.

Аса илсенех сăнĕ паян та чĕрĕ пекех ума тухать. Мĕнле мăнаçлăччĕ вĕт вăл! Кĕрнеклĕ кĕлетки, çын çине витерсе пăхни, лăпкă, анчах çирĕп сассипе тÿррĕн калаçни... – пĕтĕмпех куç умĕнче. Тата – пиншакĕ çинчи кăкăр тулли орден-медалĕсем. Ăна асатте чи пысăк уявсенче кăна тăхăнатчĕ.

Ача чухне наградисене кашнине тытса-çавăрса пăхма, вĕсем çинче çырнине вулама юрататтăм. «Украинăна ирĕке кăларнăшăн», «Кавказа хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн»... Наградисем тăрăх унăн вăрçăри вăрăм та инçет выртнă çул-йĕрĕ палăрать. Вĕсен чăн хакне ăнланнă-ши эпир ун чухне; Паллах, çапăçусенчи паттăрлăхшăн, хăюлăхшăн панине пĕлнĕ-ха. Анчах асатте çав тертлĕ çулсенче мĕн тÿссе ирттернине пуçĕпех ăнкарайман пĕчĕкле. Ытлашши пуплеме юратмастчĕ вăл вăрçă тискерлĕхĕ çинчен. Хăш чух, асаилÿсен авăрне путсан, вара йăмăксемпе шăплансах, ăна чăрмантарасран шикленсе итлесе лараттăмăр. Яланах пуçра тытатпăр тенĕ-ши, темшĕн тĕплĕн çырса хуман унăн кашни сăмахне. Çакăншăн питĕ ÿкĕнетĕп халĕ. Асаилĕвĕсем пĕр-пĕр кĕнеке çырмалăх та пухăнĕччĕç.

Асаттесен çемйинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине чи малтанах унăн ашшĕ, Петр Андреевич Андреев, тухса кайнă. Фронтран таврăнайман, чылай вăхăт хыпарсăр çухалнисен йышĕнче шутланнă. Халĕ пĕлетпĕр ĕнтĕ% вăл Польша çĕршывне фашистсенчен хÿтĕлесе 1942 çулхи февральте пуçне хунă, ăна Сена юханшывĕн сулахай çыранĕнче пытарнă.

Ашшĕн шăпи мĕнле килсе тухнине пĕлмесĕрех асаттен те инçе çула тухма тивет. Вунсаккăрти çамрăка, учительте тимлеме пуçланăскере, 1942 çулхи августра Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Шкулта ача-пăчана çĕршыва юратма вĕрентес вырăнне каччă алла хĕç-пăшал тытса хаяр кĕрешĕве кĕрет.

Тин çеç пĕве кĕнĕ çамрăка фашистсен ирсĕрлĕхне курма, хирĕç тăма çăмăл пулман, паллах. Хăй каласа панинчен пĕлетĕп% асатте Харьков облаçĕнчи Изюм хули çывăхĕнчи уйрăмах хĕрÿ пынă çапăçусене хутшăннă. Шăпах кунта снайпер пульлин ванчăкĕ аллине амантнă та унăнне. Пĕтĕмпех тасатса кăларма май килмен, суранĕ ĕмĕрлĕх тăшман «парни» вырăнне юлнă. Аманнă хыççăн тăватă уйăх Саратов облаçĕнчи Балашиха хулинче сипленнĕ вăл. Суранĕсене тухтăрсем «саплакаласа» янă хыççăнах, сывлăхĕ кăшт çирĕпленсен, хастар салтак строя таврăнма васканă. Тус-юлташĕсем çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнă вăхăтра вĕсенчен аякра пулма пултарайман. 1943–1945 çулсенче асатте ШĔМ-ĕн Çарĕсен стрелоксен 219-мĕш уйрăм батальонĕнче службăра тăнă. Кăнтăр-Хĕвеланăç фронтĕнче çапăçнă, Украина, Кавказ çĕрĕсене ирĕке кăларассишĕн сывлăхне те, пурнăçне те шеллемен. Украинăри хуласемпе ялсене «бандеровецсенчен» тасатма хутшăннине, çак нацистсем хăйсен ентешĕсене тискеррĕн асаплантарнинчен тĕлĕннине каласа паратчĕ, тет манăн атте те.

Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илсен те Александр Петров чăваш салтакĕшĕн çар служби вĕçленмен-ха. 1945 çулта çамрăка Одесса хулине, Хĕрлĕ Ялавлă 26-мĕш погранотряда куçарнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн ахальтен мар наградисем кăкăр тулли. I степеньлĕ орден, «Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», «Кавказа хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», Жуков тата ытти медалĕсем – тăван çĕре тăшманран сыхласа паттăрлăх кăтартнин паллисем.

Пурнăçри тĕп уяв уншăн, çуралнă кунĕ те мар, Май уйăхĕн 9-мĕшĕ пулнă. Мĕн астăвасса, Çĕнтерÿ кунне ир-ирех пăлханса хатĕрленме тытăнаттăмăр. Асатте пÿрт умĕнчи пахчаран хĕп-хĕрлĕ тюльпансем ытам тулли татса кĕретчĕ. Пире, мăнукĕсене, кашнине валеçсе паратчĕ те% «Вăрçăра юлнă юлташăмсене хисеплер, палăк умне вĕсен ячĕпе хурар», – тетчĕ. Юратнă çыннăмăн çак сăмахсене калакан чĕтренÿллĕ сассине аса илсен халĕ те чĕрере тем пăчăртанать.

Ытти паттăр ветерансемпе пĕрле мăнаçлă та патвар тăратчĕ вăл ялта иртекен Çĕнтерÿ парачĕсенче. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнăран-и, тен, ир кăвакарнă шап-шурă çÿçĕ илем кăна кÿрет. Шăплăх минучĕ пуçланиччен вăл фронтран таврăнайман ял çыннисен ячĕ-хушамачĕсене хыттăн, пĕтĕм таврана янратмалла вулатчĕ. Эпĕ, палăк умĕнче патриотла «хуралта» тăракан шкул ачи, çак самантра куç илми пăхаттăм ун çине. Вăл манăн асатте пулнипе мухтанаттăм.

Тăван Çăлкас Кăкшăм ялĕнче те, районта та ятлă-сумлă çын пулнă Александр Петрович Петров. Хисепне мирлĕ пурнăçри тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе те çĕнсе илнĕ. Ялти пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕлÿ тĕнчине çул уçаканĕ пулнă. Чылай ачан юратнă пĕрремĕш учителĕ. Çулсем иртсен те, ăçтан кăна килместчĕç пулĕ вĕренекенĕсем янă тав сăмахĕсемлĕ çырусем, уявсемпе саламлакан открыткăсем. Мускавран, Сахалинтан, Крымран, Çурçĕртен... – вĕсем тăрăх хăть географи вĕрен.

Учитель профессине асатте вăрçă пуçланичченех пулас мăшăрĕпе, манăн асаннепе Ольга Семеновнăпа, пĕрле алла илме ĕлкĕрнĕ. Иккĕшĕ мĕн пĕчĕкренех пĕр ялта ÿснĕ, Çăлкас Кăкшăмри пуçламăш тата Малти Ишекри шкулсенче пĕр класра ăс пухнă. Çичĕ класс пĕтерсен вĕсене, пур предметпа та пиллĕкпе вĕренсе пынăскерсене, Калининăри педучилищĕне экзаменсăрах илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан асанне Чалăм Кăкшăмра, асатте Шуркасси Ишекре ачасене вулама-çырма хăнăхтарма ĕçе пикеннĕ. Анчах ĕмĕт-тĕллевсемпе тулли çамрăксен чун хавалне вăрçă пуçланни çапса хуçнă.

Асаннене те ун чухне çăмăл килмен. Выçăллă-тутăллă пурăннă, апат-çимĕçе, ăшă тумтире фронта валли ăсатма тăрăшнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çамрăк учитель ытти ял çыннисемпе тан аслă çулсене юсама-çĕнетме, вăрман ĕçлеме, окопсем чавса хатĕрлеме çÿренĕ.

– Пĕрре эпир Энтри Пасар тăрăхĕнче аслă çул çинче вăй хураттăмăрччĕ. Кунĕпе пĕр тĕпренчĕк те пулин ăша яманскерсен ураран ура утми пулчĕ. Канма лартăмăр. Сисмен те – вăрман кĕтессинчен тĕрĕслевçĕсен машини кĕрлеттерсе тухрĕ. «Бригадирĕ ăçта;» – кăшкăрчĕ пĕри. Эпĕ йĕрсе яманни кăна, хам бригадир пулнине пĕлтертĕм. Тин çеç-ха çынсене канма ирĕк патăм, терĕм. Ĕçлĕрех, эппин, малалла, терĕ те пуçлăх машинăпа малалла вĕçтерчĕ, – çакăн пек самантсене чылай аса илетчĕ асанне. Пире курма тивнĕ нушине урăх никамăн та астивмелле ан пултăрах, тетчĕ яланах. Тылри йывăр ĕçĕпе Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн панă награди те сумлă – «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хастар ĕçшĕн» медальпе чысланă.

Асаннен те пурнăçĕ мăшăрĕн пекех ачасемшĕн çунса-ăшталансах иртнĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен анчах мар, нумайăшĕшĕн «иккĕмĕш» амăшĕ пулнă вăл. Асанне тивĕçлĕ канăва тухсан хăнана килнĕ вĕренекенĕсем тав туса çак сăмахсене каланине пĕрре мар илтнĕ. Тата, ун тĕслĕхĕпе учитель профессине суйласа илнисем те, уйрăмах хĕрачасем, пирĕн тăрăхра çав тери нумай.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ăру хыççăн ăру хушăнать. Çавăнпа та вĕсем валли çемье историне упрани пĕлтерĕшлĕ. Ачамсем те хăйсен çакăн пек паттăр, ĕçĕсемпе мухтавлă мăн аслашшĕпе мăн асламăшĕ пуррине пĕлеççĕ. Вĕсен асаилĕвĕсемпе, сăнÿкерчĕкĕсемпе паллашаççĕ. Тĕпчевĕсемпе патриотизмла, историлле конкурссене хутшăнаççĕ. Вĕсем мăн аслашшĕпе асламăшĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе хушнипе мар, хăйсем чунтан кăсăкланни савăнтарать. Çакă пĕр иккĕленÿсĕр шанма май парать% вăрçă паттăрĕсем çинчен астăвăм яланлăх чĕрĕ юлĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика