Пурнăç вăйĕ е Сывлăх çине алă сулсан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.07.2020, 09:03 Просмотров: 295

Пурнăç вăйĕ мĕн тери пысăк... Асфальт çулсем, тротуарсем, çурт тăррисем, хытă сийлĕ ытти вырăнта симĕс курăк шăтса тухнине курсан пуçра яланах çакнашкал шухăш мĕлтлетсе иртет. Бетон çинче йывăç çитĕнет...

Редакци тĕлĕнче кăçал тем çÿллĕш ÿссе кайнă тирексене тирпейлесе касрĕç. Тиесе тухман тункатасем ирĕксĕрех хăйсем çине пăхтараççĕ. Мĕн тетĕр – вĕсем çинче йывăç хунавĕсем ем-ешĕл тапса тухнă. Мĕнле пурăнас килет...

Ку çеç те мар. Каснă вăхăтра вуллисем çÿлтен ÿксе асфальта çĕмĕрнĕ вырăнтан та йывăçсем шăта-шăта тухнă. Чăрмавлă, йывăррăн пулин те вĕсем ÿсесшĕн, кун çути курасшăн туртăнаççĕ...

Шел, этемĕн пурин те çакăн пек туртăм çук. Районта, акă, çын шучĕ хăй хальлĕн пысăкланасси пирки калаçма иртерех-ха. Кăçалхи çур çулта, ЗАГС органĕн даннăйĕсемпе, 105 ача кун çути курнă пулсан, пурнăçран 266 çын уйрăлнă. Ÿсĕмпе илес пулсан, 30 çула çитичченхисем – 12 çын. Вĕсенчен 11-шĕ – этемлĕхĕн вăйлă çурри, пирĕн хÿтĕлевçĕсем, пирĕн тĕрев пулмаллисемччĕ. Арçынсене илес пулсан, вилнисен йышĕнчен 9-шĕ 40 çула та çитеймен. 10-ăн 50 çул та тултарайман. 28-шĕ – 50–59 çулсенчи, 33-шĕ – 60–69 çулсенчи, 22-ĕн – 70–79 çулсенчи ÿсĕмре, 24-шĕ – 80-ран иртнисем.

Арçынсен кăçалхи çур çулти вăтам ÿсĕмĕ 64 çулпа танлашнă. Пĕлтĕр ку тапхăрта 65 çул пулнă.

Хĕрарăмсен вăтам пурнăç тăршшĕ – 78 çул (пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăрта 76 пулнă). Ку районăн пĕтĕмĕшле кăтартăвне кăшт ÿстерме май панă – вăтам пурнăç ÿсĕмĕ 71 çулпа танлашнă.

Паллах, вăрнарсен Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев халăх кун-çулне 2025 çул тĕлне вăтамран 78 çула çитерес тĕллеве пурнăçлама нумай вăй хумалла. Çак шухăша Олег Алексеевич иртнĕ эрнекун экономикăн Аслă Канашĕн ларăвĕнче палăртрĕ.

Халăхăн хăш енпе ытларах хăйсене тимлĕх уйăрмалла-ха? Вилĕмсен сăлтавĕсене тĕпчес пулсан, пысăк пайĕ юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсемпе çыхăннă – 35,7 процент. Сывлав органĕсен чирĕсенчен уйрăлнин кăтартăвĕ – 9,2 процент, нерв тытăмĕн чирĕсенчен – 8,4 процент, шыçăсенчен – 6,4 процент.

Çемьесене пырса çапнă хуйхăллă тĕслĕхсен 17,3 проценчĕ вара (43 çын) – тулашри сăлтавсенчен леш тĕнчене кайни. Чи шутлаттараканни: ку йышран 25-шĕ ĕçлес ÿсĕмри çынсем пулни.

Кунашкал тĕслĕхсем Çавалкас ял тăрăхĕнче çеç çырăнман. Ял поселенийĕсенчен чи нумаййи вара – Хирпуç тăрăхĕнче. Çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнин сăлтавĕсем сывлав органне, пыра урăх япала лекнипе, асфиксипе, ÿте пиçтерсе янипе, çул-йĕр инкекĕпе çыхăннă.

Мăн Явăш тăрăхĕнче пĕр тĕслĕх (4) сахалрах. Кунта икĕ çын сывлав органне урăх япала лекнипе, иккĕн асфиксипе вилнĕ.

Сывлав органĕсене урăх япала лекни – тулашри сăлтавсенчен чи анлă сарăлни. Кунашкал тĕслĕхсем çÿлерех асăннă поселенисемсĕр пуçне Вăрнарта, Пăртас, Кульцав, Санарпуç, Çĕрпел ял тăрăхĕсенче пулнă.

Асфиксипе (сывлăш пÿлĕннипе, ытларах – çакăннипе) çыхăннă тĕслĕхсем те чылай. Вĕсем Вăрнар хула, Малти Ишек, Вăрманкас, Кĕçĕн Кипек, Санарпуç ял тăрăхĕсенче çырăннă.

Тĕрлĕ япалапа (кислотасемпе, этанолпа, пĕлмен япаласемпе) наркăмăшланнипе ултă çын автансăр яла кайнă. Вăрнар хула, Аçăмçырми (2 тĕслĕх), Малти Ишек, Ершепуç, Упнер ял тăрăхĕсенче.

Тăхăр çын шăнса вилнĕ: Вăрнар хула (1), Ярмушка (1), Калинино (3), Санарпуç (1), Шĕнер Ишек (2), Çĕрпел (1) ял тăрăхĕсенче.

Сурансене пула пилĕк çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă% Вăрнар, Мăн Турхан, Уйкас Кипек, Хирпуç тăрăхĕсенче.

Вăрманкас тăрăхĕнче икĕ çын путса вилнĕ.

Паллах, çак инкексенчен пĕри те пулмасан пултарнă – асăрхануллă пулнă пулсан, харпăр хăй сывлăхĕ çинчен, тăванĕсене мĕн тери хуйхă кÿнине шутланă пулсан. Мĕн чухлĕ пулсан... Темшĕн-çке пулса иртнĕ хыççăн кăна çавăн пек тумаллаччĕ, çавăн чухне пулăшмаллаччĕ тесе шутлатпăр.

Лару-тăрăва, паллах, чылай лайăхлатма май пур. Анчах та çакăн валли кашнин хăйĕн шухăшлавне улăштармалла, çăмăлттайлăха путармалла, пурнăçа хакламалла.

«Укçа пулсан машина та, хваттер те, ытти хаклă япала та туянма пулать. Анчах сывлăха нимпе те илейместĕн. Мăшăра пытарнă чухне çакнашкал сăмахсем çăвартан хăйсем тĕллĕнех сăрхăнса тухрĕç»,– терĕ Шĕнер Ишек тăрăхĕнчен тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан пĕр пĕлĕшĕм, чире пула тин кăна çывăх çыннине çухатнăскер.

Тĕрĕс сăмахсем. Сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине ăнланмалла. Ăна çирĕплетме паянхи кун мĕнпур условисем çителĕклĕ – ан ÿркен кăна. Тухтăрсем каланине асра тытмалла.

Ытарлăн каласан, ÿсентăрансенчен тĕслĕх илесчĕ – ÿсĕм çулĕ çинче темĕнле чăрмав пулсан та пурăнас, хĕвел çутине курас тесе тăрăшасчĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика