«Вăрнар районĕ – экономика тĕлĕшĕнчен те, социаллă пурнăç шайĕ енчен те вăйлă аталаннă тăрăх. Çынсен ырлăхĕ, хăтлă пурнăçĕ валли кирли веçех пур. Анчах промышленность, тĕрлĕ производство организацийĕсем нумаййи, электроэнергипе тата çутçанталăк газĕпе тивĕçтерекен объектсем, район урлă иртекен республика çулĕсем çинче транспорт куçăмĕ пысăкки тата ытти – çакă пĕтĕмпех хÿтĕлеве пĕрремĕшле тимлĕх уйăрма хистет. Çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерейместпĕр-тĕк, пирĕн ĕçĕн хакĕ çук», – çирĕплетрĕ Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тимлекен патшалăх комитечĕн пай пуçлăхĕ Ардальон Егоров Вăрнарта пулнă май.
Вăл эрнекун Вăрнар районĕн чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлекен комиссийĕн анлă ларăвне хутшăнчĕ. Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен пуху район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, ку комисси председателĕ Вячеслав Горбунов, хÿтĕлевшĕн яваплă службăсен ертÿçисем, хула-ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе иртрĕ.
Гражданла оборона енĕпе, хамăр тăрăхра синкерсене пулма парас мар, вут-çулăмра тата шыв-шурта инкеке лекессине сирсе ярас тесе районта чăннипех çитĕнÿллĕ ĕçленĕ. Пушарсен шучĕ тата вĕсенче çынсем вилнĕ тĕслĕхсем, пĕвесенче путнисем пĕлтĕрхинчен сахалрах. Чрезвычайлă лару-тăрăва та районта пĕр хутчен кĕртме тивнĕ – çулла тăршшĕпех лÿшкенĕ çумăрсем ял хуçалăх çĕрĕсене ытлашши нÿретнĕ пирки. Çакă хуçалăхсене çутçанталăк кÿнĕ тăкаксене укçан саплаштарма май панă.
Лайăх кăтартусем çулталăк пуçламăшĕнче пăхса хăварнă планпа килĕшÿллĕн мĕнпур мероприяти туллин пурнăçа кĕнипе çыхăннă. Вĕсене ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев тĕплĕн пĕтĕмлетрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, комисси пĕлтĕр 8 лару ирттерсе çивĕч 21 ыйтăва пăхса тухнă. Кашни служба хушусене вăхăтра, пахалăхлă пурнăçласа лару-тăрăва тимлĕхрен кăларман. 2017 çулта яваплă службăсен хатĕрлĕхне 9 тренировкăпа вĕренÿре тĕрĕсленĕ – район шайĕнче те, республикăра та. Чи йывăр «экзаменра» сентябрьте – Раççей МЧС-ĕн республикăри управленийĕ вăрçă условийĕсемпе танлаштарса ирттернĕ командăпа штаб тренировкисенче вăрнарсем аван хака тивĕçнĕ. Пĕрлĕхлĕ дежурнăй диспетчер служби те республикăри 29 вĕренĕве хутшăннă – пуринче те хатĕрлĕх кăтартăвĕ лайăх. Сăмах май, диспетчер служби, малтан 27-мĕш пушар чаçĕн базинче шутланнăскер, халĕ район администрацине куçнă. Çĕнĕ вырăнта ĕçлеме кăмăллă: пÿлĕмсене юсаса хăтлăлатнă, пулăшу ыйтакан шăнкăравсене йышăнса яваплă службăсемпе çыхăнма пĕтĕм оборудовани пур. Пĕлтĕрхи ноябрьтен республикăра «112» пĕрлĕхлĕ система хута кайнă. Ăна районта ĕçлеттерсе яма пĕрлĕхлĕ диспетчер службине те кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.
Пĕлтĕрхи мероприятисенчен пушарсенче тата шывра çынсем вилессине асăрхаттарас тĕллевлисем район администрацийĕнче те, поселенисенче те уйрăм шутра пулнине палăртрĕ Федор Петрович. Уйăхсерен мĕнпур ялсенче граждансен пухăвĕсене ирттереççĕ, вĕсенче хăрушсăрлăх правилисене, кил-çуртра газ тата электричество приборĕсемпе, кăмакасемпе тĕрĕс усă курмаллине ăнлантараççĕ. Поселенисен активĕсенчен, йĕрке хуралçисенчен, МЧС сотрудникĕсенчен йĕркеленĕ профилактика ушкăнĕсем «Çурт-йĕр» операци вăхăтĕнче кулленех поселокра, ялсенче килĕрен тĕрĕслевсене тухаççĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсем, ăнăçсăр çемьесем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, паллах, уйрăм тимлĕхре.
Çуллахи шăрăх çанталăкра вара полици тата МЧС сотрудникĕсем çынсем шыва кĕрекен вырăнсенче хăрушсăрлăх хуралĕнче. Тасатса хатĕрлемен, тĕпне тĕрĕслемен пĕве-кÿлĕсенче ишме юраманни çинчен ятарлă паллăсем вырнаçтарасси те йăлана кĕнĕ. Анчах инкексен хисепĕ чакнă пулин те, пĕлтĕр шывра 4 çын путса вилнĕ. Синкерсем ялан тенĕ пекех ÿсĕрле пулаççĕ.
«Тĕп хăрушлăхсем – çул çинчи инкексем, пушарсем, шыв-шурта путнă тĕслĕхсем – сахалланни профилактика ĕçĕ усă панине кăтартать. Сирĕн тăрăхра район ертÿлĕхĕ яваплă службăсене, хула-ял поселенийĕсене хÿтĕлеве хатĕр тăма мобилизацилеме пултарнă», – терĕ ГКЧС-ăн пай пуçлăхĕ Ардальон Егоров вăрнарсен кăтартăвĕсене хакласа.
Ахальтен мар чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас патшалăх системин Вăрнарти звени пĕлтĕрхи çитĕнÿсемшĕн I степень Диплома тата куçса çÿрекен кубока тивĕçнĕ. Пысăк наградăпа çулталăк вĕçĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ республикăри пĕтĕмлетÿллĕ пухура чысланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ÿсĕмлĕ ĕçленинче комиссие кĕрекен кашни службăн, поселенисен ертÿçисен тÿпи пуррине палăртрĕ. Яваплă тимленĕшĕн тав туса малашне те умри задачăсене пурнăçлама хатĕр пулмалла терĕ. Пĕлтĕр уйрăмах хастар ĕçленĕ службăсен, поселенисен пуçлăхĕсем грамотăсемпе Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |