Интернет урлă сутакан-туянакансене улталанă е телефон мушенникĕсем банк карттинчен укçа йăкăртнă текен хыпарсем криминаллă хроникăна чи тăтăш лекекеннисем пулса тăчĕç. Йĕрке хуралçисем пĕрмаях асăрхаттараççĕ пулин те суя сăмахсене ĕненекенсен шучĕ пурпĕрех чакмасть. Преступниксен ултав «çÿпçинчи» меслечĕсем кулленех улшăнса та çĕнелсе пыраççĕ.
Пĕри ав мĕнле те пулин тивĕçтерÿ е ĕç сĕнет, теприсем туянакан е сутуçă «рольне выляççĕ», хăйсене банк ĕçченĕсем тесе паллаштаракансем те пур тата ытти те. Пуринчен ытларах шар куракансем Интернет сетĕнче.
Шупашкарта акă 29-ти хĕрарăм пĕр социаллă сетьре укçа хывсан пысăк процентсем шантаракан пĕлтерÿ курнă. ,неннĕ, 21200 тенкĕ куçарса панă сайтра кăтартнă счет çине. Анчах çăмăл тупăш вырăнне тăкак курнă – укçана хăй аллипе шулĕксене «парнеленĕ». 58-ти тепĕр арçын тата Интернетри пĕлтерÿпе «Мерседес» автомашина туянас тенĕ. Хуçипе шăнкăравласа çыхăннă, лешĕ малтанхи тÿлев ыйтнипе 160 пин тенкĕ ярса панă. Кăмăла кайнă машинăна хăвăртрах туянса таврăнма ĕмĕтленнĕскер, Мускава тухса вĕçтернĕ. Васкани кăлăхах – калаçса татăлнă вăхăтра тĕлпулăва, паллах, никам та килмен, сутуçăн телефонĕ те хурав паман...
Тĕрĕссипе, кунашкал шар курнă тĕслĕхсен шучĕ те çук. Хамăр районта çулталăк пуçламăшĕнчех Интернетпа çыхăннă икĕ преступление регистрациленĕ. 31-ри хĕрарăм паллă сайтра памперссем сутни çинчен пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Январĕн 12-мĕшĕнче тавара туянас кăмăллă çын шăнкăравланă. Каярах палăртнă тăрăх, телефон номерĕ Владимир облаçĕнчен. Анчах чăннипе унăн тĕллевĕ вуçех урăхла пулнă. Шанăçа кĕрсе вăл хĕрарăмăнне ултав майĕпе 7000 тенкĕ йăкăртнă.
Тепĕр тĕслĕхре, шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнарти пĕр çамрăкăнне электронлă енчĕкĕсене такам «çĕмĕрсе» укçисене вăрттăн куçарнă. Электронлă енчĕксене сайтра регистрациленĕ пулнă, укçисем виртуаллă валютăсенче упраннă. Çамрăка кÿнĕ тăкак 49500 тенкĕпе танлашать.
Ултав серепине ăнсăртран лекесрен страхланма май çук. Çапах та тимлĕхе çухатмасан сире чике тăршшĕ лартма йывăртарах пулĕ. Çавăнпах полици ĕçченĕсем асăрханмалли çинчен çине-çинех аса илтерсе тăраççĕ.
Интернетра мĕн те пулин туянатăр-тăк, палламан çынсене тÿрех укçа куçарса пама ан васкăр. Сутуçăпа тĕл пулса тавара куçпа курса хакласан, документсене тĕрĕслесен шанчăклăрах. Япалан хакне лавккари-пасартинчен темиçе хут йÿнĕрех кăтартни шутлаттарма кирлĕ. Çакă та сутуçăн ырă мар шухăшĕсем çинчен пĕлтерме пултарать.
Тавар сутма пĕлтерÿ тăратакан çынсен хăйсен те айванланмалла мар. Тÿлевсене банк картти çине яратпăр тесе реквизитсем ыйтакансене вăрттăн информацие, хăвăрăн даннăйсене пĕлтерме юрамасть. Мушенниксене итлесе банкомат патне пырса вĕсем мĕн хушнине тусан та нимсĕр-мĕнсĕр юлатăр.
Сире улталама хăтланнине сисрĕр-тĕк, тÿрех полици сотрудникĕсене пĕлтермелле.
Ноябрь 2024 |