Ÿсĕм хастарлăхпа çыхăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:34 Просмотров: 403

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 5615,7 тонна аш-какай туса илнĕ. Унчченхи çулхипе танлаштарсан 93,4 тонна ытларах. Кăтарту – 101,7 процент. Çак тата ытти цифрăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов выльăх-чĕрлĕх отраслĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетессипе иртнĕ канашлура асăнчĕ.

Вăл доклад тунă май иртнĕ çулхи кăтартусене залра ларакансем патне туллин çитерчĕ. 2017 çулта районти темиçе хуçалăх аш-какай производствине ÿстерме пултарнă. Кусем – Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Мураты», «Хорнзор», «Броневик», «Знамя» хуçалăхсем.

«Манăн уйрăмах Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕç-хĕлне ырăпа палăртас килет. Районта продукцие туса илнин тата сутнин 84 проценчĕ ку предприятипе çыхăннă», – терĕ Вячеслав Анатольевич.

Вăрнар районĕ аш-какай туса илессипе республикăра Шупашкарпа Çĕрпÿ районĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче, экономикăна вăйлатас тĕллевпе, сĕт туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2017 çулта мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче сĕт 37955,1 тонна туса илнĕ – унчченхи çулхинчен 810 тонна ытларах. 2016 çулхипе танлаштарсан 102,2 процент. Кăтартăва Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Броневик» хуçалăхсем ÿстернĕ. Фермер хуçалăхĕсенчен А.Козлов, В.Яковлев, С.Лукина, И.Сергеев малта. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх район республикăра сĕт производствипе Елчĕкпе Шупашкар районĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта.

Ĕнесен продуктивлăхĕ унчченхи çулхинчен 190 килограмм пысăкрах – 5402 килогрампа танлашнă. Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен талăкра 13,8 килограмм сĕт суса илнĕ – унчченхи çулхинчен 1 килограмм ытларах. Сĕтĕн кулленхи пĕтĕмĕшле пухăмĕ – 39254 килограмм. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче кăна кунсерен 22000 килограмм сĕт суса илеççĕ.  Районта мăйракаллă шултра выльăхăн талăкри ÿт хушаслăхĕ 665 грампа танлашнă. 2016 çулта вара 645 грамм пулнă. Ку тĕлĕшпе Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Янгорчино», «Победа» хуçалăхсен кăтартăвĕсем лайăх.

Район мăйракаллă шултра выльăх йышĕпе те республикăра виççĕмĕш. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен выльăхсен йышĕ 7056 пуç – 461 пуç ÿснĕ. Ял халăхĕн хушма хуçалăхĕсенче 9437 пуç выльăх шутланать – 111 пуç ÿснĕ. Акă Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăра ферминче пĕлтĕр выльăх йышĕ 427 пуç нумайланнă.

Сыснасене илсен, районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 15816 пуç шутланать – 14 пуç ÿстернĕ. Сыснасен хисепĕпе район республикăра виççĕмĕш вырăнта.

Вячеслав Горбунов обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма утă 7414 тонна, сенаж 31911 тонна, силос 25485 тонна хатĕрленине пĕлтерчĕ. 1 условнăй выльăх пуçне 31,5 апат еденици тивет.

Иртнĕ çулта районта 3035 пуç пăру илнĕ – 2016 çулхипе танлаштарасан 197 ытларах. Кашни 100 ĕнерен 86 пăру илнĕ. Республикăра вăтам кăтарту вара – 84 пуç.

2017 çулта çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа сахал мар кĕртнĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăра ферминче икĕ çĕнĕ вите, сенаж траншейи тунă. Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра ĕне витине реконструкциленĕ, çавăн пекех кунта сĕт пăрăхĕпе сивĕтмелли оборудовани вырнаçтарнă. Л.Федорова фермер хуçалăхĕнче 26 пуç ĕне вырнаçмалăх вите çĕклесе лартнă. Паянхи кун районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 237 çын ĕçлет.

Кăçалхи тĕллевсем те пĕчĕк мар: выльăх йышне сыхласа хăвармалла тата ÿстермелле, сĕтпе аш-какай туса илессине чакармалла мар, хăшпĕр хуçалăхсенче строительство ĕçĕсем туса ирттермелле.

Докладчик хыççăн тухса калаçакансем татах та пулчĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Светлана Мясникова Чăваш енри выльăх-чĕрлĕх отраслĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра пĕлтĕр сĕтпе аш-какай унчченхи çулхисенчен нумайрах туса илнĕ.

Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Владимир Матвеев выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каласа пачĕ. Ветеринари специалисчĕсем пĕлтĕр мăйракаллă шултра выльăхăн вунпĕр тĕрлĕ чирне хирĕç профилактика прививкисем тунă. 174 пин тăваткал метр лаптăкра дезинфекци ирттернĕ. 2017 çулта районта 56 хуçасăр йытăпа 36 кушака тытнă, 190 тилĕпе 1 кашкăра персе пăрахнă. 3735 ĕнене искусственный майпа пĕтĕлентернĕ – 98 процент. Ветеринари специалисчĕсем сĕт пахалăхне тĕрĕслессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр 12 тĕрĕслев рейчĕ ирттернĕ, пасарпа ярмăрккăра 51 тĕрĕслев тунă, продукцие тĕрĕсленĕ. 21 протокол çырнă.

Ытти хăнасемпе пĕрлех Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов тухса калаçрĕ, коллектив пĕлтĕр ÿсĕмлĕ ĕçленине палăртрĕ, кăçал та строительство ĕçĕсене малалла тăсассине пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле пысăк хак пачĕ, лайăх кăтартусемшĕн ертÿçĕсемпе пĕрлех ферма ĕçченĕсене те тав турĕ. «Яваплăха туйса вăй хурсан кăтарту пулатех», – терĕ вăл. Кăçалхи çул та ăнăçлă ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Канашлу ĕçри хастарсене Хисеп грамоти панипе вĕçленчĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика