Çемье тата шкул: ыррипе лайăххи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.12.2022, 08:46 Просмотров: 458

«Раççей шкул ачисен юхăмĕ» ?вырăсла - РДШ% - вĕренекенсен çĕршывĕпех сарăлнă обществăлла организацийĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн çичĕ çул каялла йĕркеленнĕ. Районта чи малтан çак пуçаруллă та хастар утăма тăваканĕ - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул. Халĕ вара ку юхăма кĕнĕ шкулсен йышĕ ÿснĕ. Каласа хăвармалла, юхăмăн тăватă ен - «Харпăй хăйĕн аталанăвĕ», «Çарпа патриотизм», «Информаципе медиа» тата «Гражданла активлăх». Паянхи ăру Тăван çĕршыва юрăхлă çитĕнтĕр тесен çемьепе шкул тачă çыхăнса ĕçленин пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

Районти культура çуртĕнче кĕçнерникун «Ачалăх навигаторĕсем» регион центрĕ тăрăшнипе ашшĕсемпе амăшĕсен республикăри форумĕ иртрĕ. Мероприяти пуçланиччен шкул активисчĕсемпе директорсен воспитани енĕпе тимлекен канашçисем, хăнасем ал ĕçĕсен куравĕпе паллашма пултарчĕç. Ăна Вăрнар, Красноармейски, Элĕк, Йĕпреç районĕсенчи ачасемпе педагогсен, ашшĕ-амăшĕн вăйĕпе йĕркелерĕç.

Форум Раççей тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсене юрланипе уçăлчĕ. Вĕсене шкул директорĕн советникĕсем шăрантарчĕç.

- Вĕренÿре, спортра, пултарулăхра маттуррисене Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пĕр пысăк коллектива пухнипе малалла аталанма çул-йĕр уçса парать, - çирĕплетрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов.

Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче тăрăшакан Сергей Савин та сăмах илчĕ. Вăл Раççей шкул ачисен юхăмĕ вĕренекенсене ыррипе лайăххине вĕрентнине, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума, çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăшнине палăртрĕ. Учитель ĕçĕ сăваплă. Сергей Михайлович аслăрах классенче пĕлÿ пухакансене педагог профессийĕпе кăсăкланма сĕнчĕ.

Çамрăк ăрăвăн кун йĕрки çапларах. Ачасем вăхăта ытларах шкулта ирттереççĕ. Апла пулин те ашшĕсемпе амăшĕсен хăйсен тивĕçĕсем пирки манмалла мар. Çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса ывăл-хĕрсене пăхса çитĕнтерни пархатар кÿретех. Форумра, акă, тăватă блок ĕçлерĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах та ашшĕ-амăшĕ валли пулчĕ. Кунта экспертсем çемье воспитанийĕн пĕлтерĕшне уçса пачĕç.

Ачапча çитĕнтерме çăмăл мар, ашшĕ-амăшĕ хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупрĕ. Форумра çамрăк ăрура патриотлăх туйăмĕсене вăйлатассине пысăк тимлĕх уйăрчĕç.

Çÿлерех асăннă обществăлла организацине кĕнĕ ачасен шкул пурнăçĕ тулли те интереслĕ. Кружоксемпе секцисем, тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе спартакиадăсем, тĕпчев-шыравсем, ятлă-сумлă ентешсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусем, волонтер ĕçĕсем, çĕнĕ проектсем... Мĕн чухлĕ хавхалантаракан çăлкуç! Ÿркенмесен тĕрлĕ енлĕ аталанма, чун киленĕçĕпе професси суйлама, обществăшăн кирлĕ ĕç тума май килĕ.

Пуху концерт программипе те тулăх пулчĕ. Шкул хастарĕсемпе лидерĕсем куракансене пултарулăх номерĕсемпе савăнтарчĕç. Форум флешмобпа вĕçленчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика