Чăваш енри промышленность комплексĕнче ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ 35,3 пин тенке çитнĕ.
Чăвашстат кăтартăвĕпе, иртнĕ çулхи 10 уйăхра АПКра вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 35,2 пин тенкĕ е 2021 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 117,7 процент пулнă. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен шалăвĕ - 32,3 пин, апат-çимĕç производствинче 37,7 пин тенкĕ.
Росстат кăтартăвĕпе, Чăваш ен ял хуçалăх отраслĕнчи шалу виçипе федерацин Атăлçи округĕнче 10-мĕш вырăн йышăнать. Ку енĕпе республика Оренбург, Чулхула, Ульяновск облаçĕсемпе Пермь крайĕнчен те иртнĕ. 2022 çул пуçламăшĕнче вара регион 11-мĕш вырăнта пулнă.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республикăра АПК отрасльне пулăшасси палăрмаллах ÿснĕ. 2022 çулта кăна 5,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Çакă производствăна çĕнетме май панă, фермер, хушма хуçалăхсене аталантарма пулăшнă. Пахчаçимĕç, çĕрулми управĕсем тунăшăн та патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ.
2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен «Пахчаçимĕç тата çĕрулми туса илессине аталантарасси» федераци проекчĕ хута кайнă. Проекта регионта пурнăçа кĕртме субсиди уйăраççĕ. Çавна май пахчаçимĕç, çĕрулми управĕсем тума, вĕсене çĕнетме каякан тăкакăн 25 процентне саплаштарма май пулĕ. Ăна тивĕçме конкурспа суйласа илĕç.
Ноябрь 2024 |