Пур енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2023, 14:30 Просмотров: 535

Вăрнарти сеть лавккисенче пулнисем асăрхарĕç пулĕ - нумайăшĕнче мобилизациленĕ салтаксем валли пулăшу пункчĕсем ĕçлеме тытăнчĕç. Çынсем хăйсене валли тавар туяннипе пĕрлех аякра çапăçакан ентешсем валли те нумай вăхăт упранакан çимĕçсене ятарлă ещĕксене хучĕç: тушенка, ашлă пăтă, типçу, чей, сахăр тата ытти продуктсем.

Ырă ĕç ĕмĕрлĕх, пулăшу ылтăнран та хаклă. Вăрнарсенчен нумайăшĕ çакна аван ăнланать. Вĕренÿ учрежденийĕсем, ĕç коллективĕсем, ялсенчи хастар ушкăнсем, уйрăм çынсем... - çар операцине хутшăнакансене пĕр тĕллевлĕн хавхалантарма, вĕсем патне çуралнă тăрăх ăшăлăхне çитерме тăрăшаççĕ. Мăньял Хапăсра пурăнакансем, акă, пĕрлехи пункта тата тепĕр парти гуманитари çитерчĕç.

Вăрнар муниципаллă округĕн администрацийĕнче йĕркеленĕ вăхăтлăх пункта та гуманитари пулăшăвĕпе чылай япала илсе килеççĕ: апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем, çăм нускисем, çипуç тата ытти те. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ, «Звездопад» филиал, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ, Калининăри ПНИ, уйрăм предпринимательсем, уйрăм çынсем, депутатсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Гуманитари пулăшăвĕ СВО вырăнне çывăх кунсенче çула тухĕ.

Çавăн пекех хамăр ентешсем патне «ZOV Вурнары» ушкăн хастарлăхĕпе юсаса çĕнетнĕ тата тепĕр виçĕ УАЗ ăсанĕ. «Сто гараж» автосервис бокссене тÿлевсĕр тивĕçтернипе волонтер-механиксем «буханкăсене» модернизацилессипе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика