Вăрнар округне ĕçлĕ визитпа республикăри ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов çитнĕ.
Вăл округ пуçлăхĕпе Андрей Тихоновпа, депутатсен Пухăвĕн председателĕпе Андрей Петровпа, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Горбуновпа, чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕпе Владимир Матвеевпа тĕл пулнă.
Калаçу тĕрлĕ ыйтусем тавра пынă. Пурне те тимлĕхе илнĕ. Андрей Тихонов хуçасăр йытăсемпе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ.
Пĕлтĕр районта килсĕр-çуртсăр 96 йытта тытнă. Кăçал ку ĕçе пурнăçлама 278 пин тенкĕ уйăрнă.
Ветеринарсен ларăвĕ те иртнĕ. Владимир Матвеев пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Учреждени патшалăх заданине туллин пурнăçланă. Лейкоз чирĕ тĕлĕшпе иртнĕ çул мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе 11252 пуç тĕрĕсленĕ, ку вăл планăн 113 проценчĕ. Лаборатори тĕрĕслевĕсем вируслă чире тупса палăртман. 30590 ?106 :% пуç выльăхăнне туберкулез пуррипе çуккине тĕпченĕ. Профилактика питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр 3570 йытта, 3698 кушака вакцинациленĕ.
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, чир-чĕр хуçалăхсене ан кĕтĕр тесен выльăх-чĕрлĕхе искусственнăй майпа пĕтĕлентерес меслетпе усă курмалла. Акă, пĕлтĕр ветстанци çумĕнче ку енĕпе куçса çÿрекен пункт уçнă. Пĕлтĕр специалистсене 507 хутчен чĕнсе илнĕ. Кăçал та выльăха искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен центр хăйĕн ĕçне малалла пурнăçлĕ.
Константин Вячеславович кăçал ĕçлĕ тĕлпулăва чи малтан Вăрнар муниципаллă округĕнче тытăннă. Ветеринарсене малалла та тÿрĕ кăмăлпа тăрăшма çирĕп сывлăх суннă. Хăшпĕр енсемпе ĕç-хĕле уйрăмах вăйлатма сĕннĕ.
Елена ТОЛСТОВА.
Ноябрь 2024 |