Хамăр салтаксене мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ пулăшăпăр! Пĕрле эпир çĕнтерĕпĕр! Çакăн пек сăмахсене паян ытларах та ытларах илтме пулать. Илтме çеç мар, чăн ĕçсенче курма та
«ZOV Вурнары» ушкăн пуçарăвĕпе, акă, ĕнер ятарлă çар операцийĕ вырăнне тата тепĕр икĕ УАЗ ăсатрĕç.
Волонтерсем вара харăсах виçĕ «буханкăна» юсама тытăннăччĕ. Вĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшрĕç. «СТО Гараж» автосервис ертÿçи Владимир Егоров пархатарлă ĕç валли бокссемпе тивĕçтерни, паллах, автомашинăсене палăртнă вăхăт тĕлне хатĕрлесе çитерме май пачĕ.
Маçтăрсем транспортсен кашни детальне тимлĕхе илнĕ - пĕтĕм пайĕ юсавлă пулмалла-çке. Кашнине экспедици багажникĕпе хăватлатрĕç. Икĕ УАЗ çар задачисене пурнăçлама хатĕр пулчĕ. Пĕрне маскировка валли камуфляж «тăхăнтартрĕç».
Унсăр пуçне, çамрăксем кивĕ прицепа та «чун» пачĕç. Хăйсен аллине пăсманни кунта та аван курăнчĕ - вăл вĕр çĕнĕ пек пулса тухрĕ.
Паллах, механиксемсĕр пуçне Вăрнар тăрăхĕн ытти хастарĕсем те пулăшу алли тăсрĕç: «Находка» лавкка, Евгений Архипов предприниматель, ахаль çынсем, коллективсем... Инструментсемпе, запас урапасемпе, запчастьсемпе тивĕçтерчĕç.
Ĕнер ирпе ирех çула тухиччен УАЗсем çинче Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсем мăнаçлăн вĕлкĕшме тытăнчĕç. Малтанах машинăсене Канаш хулине çитерчĕç. Кунта иртнĕ торжествăлла мероприятие Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.
Олег Алексеевич мĕнпур халăха пулăшушăн тав турĕ. «Эпир яланах пĕрлĕхпе уйрăлса тăнă. Пĕрлĕхре - вăй. Пĕрле эпир çĕнтерĕпĕр!» - терĕ вăл.
Ырă ĕçе хутшăнакансене Олег Николаев Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Ăна «Сто Гараж» автосервис хуçи Владимир Егоров та тивĕçрĕ.
Республикăран ĕнер пĕтĕмпе тăхăр автомобиль ăсатрĕç. Колоннăра - Вăрнар, Тăвай. Патăрьел округĕсен тата Канаш хулин машинисем.
Çакна каламасăр хăварас килмест. Вăрнарсем модернизациленĕ машинăсем ытларах уйрăлса тăнăн туйăнчĕ. Çакă мăнаçлантарчĕ. Ахальтен мар пулĕ, пирĕн ентешсене журналистсем çавăрса илчĕç. «ZOV Вурнары» ертÿçи Артур Михайлов вăрнарсем пурнăçлакан ыркăмăллăх ĕçĕсем пирки телерадио ĕçченĕсене каласа кăтартрĕ.
Маларах ăсатнă икĕ автомобиль хамăр салтаксен аллинче ĕнтĕ. Ĕнерхисене малтанах Мелитополе çитерĕç. Гуманитари пулăшăвне кашни ентешех алăран илĕ.
Каламалла, колоннăпа пĕрле аякри çула Вăрнартан Николай Крылов та çитсе килĕ. Вăл хăйĕн машини çине «Мураты» кооператив кÿнĕ çĕрулмине тиенĕ.
Халăх пулăшăвĕ Раççей салтакĕсене хавхалантартăр, эпир вĕсемпе пĕрлех пулнине туйтартăр!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |