Пуласлăха çул уçакансем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.02.2023, 09:17 Просмотров: 392

Çак ятпа районти культура çуртĕнче чаплă концерт иртрĕ. Унпа Вăрнар муниципаллă округра Раççейри Педагогпа наставник тата Чăваш енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне официаллă старт пачĕç.

- Педагог ĕçне сăмахпа хаклама çук. Вĕсем çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿ пама тăрăшнисĕр пуçне вĕсен воспитанине, аталанăвне пĕтĕм чунне хываççĕ. Вĕсене çул кăтартакан наставниксем пулса тăраççĕ. Ачасем - пирĕн пуласлăх. Ăна йĕркелеме пулăшаканĕсем вара - шăпах та педагогсем, - терĕ Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов пухăннисене саламланă май.

Концерт номерĕсенчен ытларахăшне учительсене халалларĕç. Шел те, залра вĕсем ытла та сахаллăн пулчĕç. Ку мероприятире вĕсене, ачасене ытларах курас килетчĕ.

Номерсем вара пурте чаплă. Районти культура çурчĕ çумĕнчи, «Химик» спорт клубĕн, Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн коллективĕсем, ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсемпе педагогĕсем, культура çурчĕн артисчĕсем кăмăл çĕклемелле юрларĕç.

Муниципаллă округра профильлĕ çулталăк ячĕпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика