Çулталăк пуçламăшĕ - яланхиллех пĕтĕмлетÿсен вăхăчĕ. Иртнĕ çул мĕнле ÿсĕмсем тума май килнине, хăш енĕпе тимлесе çитерейменнине тишкеретпĕр, малашлăх тĕллевĕсене ума лартатпăр.
Унчченхи эрнере Вăрнар муниципаллă округра отчетлă пухусем пуçланчĕç. Вĕсем вырăнта пурăнакансене влаçри çынсемпе чи çивĕч ыйтусене тÿреммĕн сÿтсе явма май паракан уçă калаçусене çаврăнчĕç.
Юнкун, акă, отчетлă пухусен черечĕ Уйкас Кипек тăрăхне çитрĕ. Чи малтанах территори пайĕн ертÿçи Александр Петров Енĕш ял клубĕнче пухăннă халăх умĕнче пĕлтĕрхи ĕçе кашни кăтартупа уйрăммăн пĕтĕмлетрĕ. Палăртнă тăрăх, финанс майĕсене кура ĕнтĕ, кунти ялсенчи инфраструктурăна тивĕçлĕ шайра тытса пыма, çĕнетме тăрăшнă. Медицина, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсен пахалăхлă ĕçĕ тимлĕхрех. Ял çыннисен культура пурнăçне пуянлатас, сывлăхне çирĕплетме майсем туса парас тĕллевпе чылай мероприяти йĕркеленĕ.
Александр Петров пĕлтернĕ тăрăх, ку тăрăхăн бюджет тытăмне унчченхи çул 5 млн та 644 пин ытларах тенкĕ пырса кĕнĕ. Налуксенчен, пурлăхпа çĕрсене арендăна панинчен харпăр-хăй тупăш пухăннă-ха, çапах та бюджетăн пысăк пайĕ - пĕлтĕр поселение тивĕçнĕ тавăрса памалла мар поступленисем ?4 млн та 460 пин тенкĕ%. Шăпах та вĕсен пулăшăвĕпе вырăнти проблемăллă ыйтусене татма, пысăк ĕçсене пурнăçлама май килет.
Ял халăхĕ тăрăшнипе, район, республика пулăшу панипе, сăмахран, пуçаруллă бюджет программипе Çĕн Сăрьелти пĕвене тасатса дамбăна йĕркене кĕртнĕ. «Подрядчикĕ маттур лекрĕ, ĕçе вăхăтра, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕ», - пĕлтерчĕ Александр Васильевич. Вăл ку саманта уйрăммăн палăртни ăнсăртран мар, хăшпĕр çĕрте объектсене явапсăр организацисем тытăнса вĕçне çитермен е пахалăхсăр тунă тĕслĕхсем те пур.
Ытти курăмлă ĕçсенчен пуçлăх Енĕш ялĕнчи М.Горький урамĕнчи çула хытă сийпе витсе çĕнетнине те асăнчĕ. Кунта юсав, планпа пăхнă тăрăх, кăçал та малалла тăсăлмалла, çулăн тепĕр пайĕнче иртмелле.
Малашлăх тĕллевĕсем пирки калас-тăк, чи пĕлтерĕшли кăçал Уйкас Кипек ялĕпе çыхăннă. Кунта 49 вырăнлăх çĕнĕ культура çуртне çĕклесе лартассипе пысăк ĕçсем пуçланмалла. Объект «Культура аталанăвĕ» программăн «Клуб евĕр муниципаллă культура учрежденийĕсен строительстви тата модернизацийĕ» хушма программăпа хăпартма йышăннисен шутне кĕнĕ.
Ку программăна хутшăнса укçа-тенке тивĕçни - чăнах та ăнăçу. Вырăнти шайра кунашкал объектсене çĕнетме вăй çитерме çăмăл мар, çĕршыв-республика пулăшăвĕ вара культура «вучахĕсене» сÿнме памасть. Çакна, тĕлпулăва хутшăннă май, Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов та уйрăммăн каларĕ. Территори пайĕн пуçлăхне Александр Петрова, ĕçченсене вăл пулăшу майĕсемпе усă курма тăрăшнишĕн, конкурссене хутшăнма документсене хатĕрлессипе лайăх тимленĕшĕн мухтарĕ. Ял çыннисем хăйсем пуçарулăх, активлăх кăтартни, хăйсем пурăнакан вырăна хăтлăлатассишĕн влаç органĕсемпе пĕр шухăшлă пулни пĕлтерĕшлине те палăртрĕ.
«Хăвăр патри улшăнусенченех куратăр, пуçаруллă бюджет программи, сăмахран, чи малтанах ялсенче хăтлăх тĕлĕшпе нумай ĕç тума май парать. Унсăр пуçне, федераци, республика шайĕнчи программăсем тĕрлĕ сферăна пырса тивекеннисем пур. Вĕсене хастартарах кĕме, финанс пулăшăвне тивĕçме çулсем шырамалла. Çав шутра - Территорири обществăлла управлени мелĕ урлă та», - сĕнÿ пачĕ Андрей Владимирович.
Вырăнти хăйтытăмлăхра кăçалтан вăя кĕнĕ улшăнусем пирки те халĕ ыйтусем нумай. Андрей Тихонов ăнлантарнă тăрăх, çынсен пăлханма сăлтав çук. Ун шучĕпе, поселенисене пĕрлештерсе районтан муниципаллă округ туса хуни шăпах та бюрократи «чăрмавĕсене» ансатлатать. Çав вăхăтрах çынсем унчченхи пекех, хăйсен ыйтăвĕсемпе вырăнах, территори пайĕсене, килĕç. Справка-документсем илессипе те кăткăслăх пулмалла мар.
Муниципаллă округ пуçлăхĕ Уйкас Кипекри территори пайĕн ертÿçипе Александр Петровпа пĕрлех тĕлпулура янăранă ыйтусене те тимлĕхе илме шантарчĕ. Енĕшре пурăнакансене, акă, трансформатор напряженийĕ çителĕксĕрри, çавна май электричествăпа кăлтăксем пулни чăрмантарать. Ку ялтах ФАП çумĕнчи çăла тасатса йĕркене кĕртмелле. Услантăр-енĕшсем вара ял вĕçне çитиччен хытă сийлĕ çул кирли пирки сăмах хускатрĕç тата ытти. Çавăн пекех Уйкас Кипек тăрăхĕнчен округ Пухăвне суйланнă депутат Вячеслав Алексеев та ентешĕсене хумхантаракан ыйтусене татса парас ĕçе активлă хутшăнма пулчĕ.
Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Мураткин пухăннисене хăй тĕллĕн ĕçлекенсен (самозанятый) йышне кĕнин çăмăллăхĕсене тата усăллă енĕсене тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |