Тĕп парне - сывлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2023, 09:15 Просмотров: 405

Пĕтĕм Раççейри массăллă чупу Вăрнар тăрăхĕн йĕлтĕрçисене кăçал «Химик» стадион çумĕнчи вăрмана пуçтарчĕ. Çĕр-çĕр çын хăй чăннипех те сывă пурнăç йĕркин тусĕ пулнине çирĕплетрĕ

Стартсем тытăниччен сехет маларахах «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче çын нумай пухăнчĕ: шкул ачисем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, ветерансем. Пурин те кăмăлĕсем савăк. Муниципаллă округ администрацийĕн, район тĕп больницин, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн, аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсем чылаййăн.

- Чун-чĕрери савăклăх сирĕн яланхи юлташăр пулса тăтăр: спортра та, ĕçре те, - терĕ округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов пухăннисене спортпа туслă пулнишĕн тав туса.

Муниципаллă округ депутачĕн Евгений Захаровăн сăмахĕсем те йĕлтĕр тусĕсене хавхалантарчĕç: «Пурте призлă вырăна лекеймесен те, эсир паян йĕлтĕр çине тăни хăех çĕнтерÿпе тан. Тĕп парне сывлăх пултăр».

Йĕлтĕрпе ачаранах туслашни пĕлтерĕшлĕ. Ырă тĕслĕх те лайăх. Çамрăксен, паллах, кампа танлашмалли пур. Вăрнар тăрăхĕ чылай паллă йĕлтĕрçĕне çитĕнтернĕ. Вĕсенчен пĕри - СССР спорт мастерĕ Валерий Прахеев. Республика, çĕршыв шайĕнчи сумлă ăмăртусен çĕнтерÿçи. Пухăннисене вăл тĕллевсем патне çирĕппĕн утма сунчĕ.

Тĕслĕх илмелли спортсменсем татах пур. Акă Мăньял Хапăсри Владимир Тикиневпа Вăрнар каччи Николай Созонов юлашки вăхăтра чылай ăмăртура палăрма пултарчĕç. Иртнĕ çул вĕсем иккĕшĕ те полиатлон енĕпе спорт мастерĕн нормативĕсене тултарнă. Удостоверенисене вĕсене савăнăçлă самантра Андрей Тихонов парса чысларĕ.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» кашни забегĕ массăллă иртрĕ. Яланхиллех шкул ачисем йышлăн старта тухрĕç. Ку питех те пĕлтерĕшлĕ пулăм.

VIP-чупу пуçлăхсем, депутатсем сывă пурнăç йĕркишĕн сăмахпа кăна мар тăрăшнине çирĕплетрĕ - вĕсем хăйсем те тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕç. Ку йышран чи çивĕччи - Владимир Яковлев депутат.

Ветерансем те нихăш чупуран та юлмаççĕ. Вăрнарти Георгий Никишов тата Ярмушкари Михаил Илларионов, акă, 80-ран иртнĕ пулин те, дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç.

Кашни ÿсĕмрех çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, дипломсемпе тата массăллă чупăвăн символикиллĕ шапкăсемпе хавхалантарчĕç. 1-мĕш вырăн йышăннисене çавăн пекех статуэтка тивĕçрĕ.

Тепĕр чупуччен, туссем!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика