Ял хуçалăхĕ мĕнле пурăнать?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.03.2023, 09:29 Просмотров: 96

2006 тата 2016 çулсенчи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕсем аграри секторĕнчи лару-тăрăва лайăх уçăмлатаççĕ. Акă, 2021 çулта пĕрремĕш хут ял хуçалăх микроçыравĕ ирттернĕ. Масштаблă мероприяти тата Чăваш енри аграри секторĕнчи юлашки 5 çулхи улшăнусем пирки Чăвашстат ертÿçи Эльвира МАКСИМОВА каласа пачĕ.

- Эльвира Геннадьевна, ял хуçалăх таварне туса илекенсен хăш ушкăнĕсем çырава хутшăннă/

- 2021 çулхи çурла уйăхĕнче ирттернĕ ял хуçалăх микроперепиçĕ вăхăтĕнче 343 ял хуçалăх организацийĕ, 1056 фермер хуçалăхĕ, граждансен коммерцилле мар 753 пĕрлешĕвĕ тата 233 пин ытла килти хушма хуçалăх пуррине çырнă.

Çĕр ресурсĕсем, ял хуçалăх культурисен, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсем, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ, производство инфраструктури пирки информаци пухнă.

- Микроçырав вăхăтĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсемпе усă курчĕç?

- Уйрăмлăхсенчен пĕри - цифра технологийĕсене ĕçе кĕртни. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем Росстатăн веб-пухăвĕн системи урлă хăйсемех çырав листисене тултарнă. Уйрăм хушма хуçалăхсенче тата коммерцилле мар пĕрлешÿсенче ыйтăм ирттернĕ чух планшет компьютерĕсемпе ĕçленĕ.

Пуçаруллă утăмсем сведенисене туллин пухма пулăшнă. Палăртмалла, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем мĕнле шайра пулнине пĕлме спутник мониторинг тĕпчевĕ тунă. Раççейĕн 6 регионĕнче - Краснодар, Ставрополь крайĕсенче, Ростов, Волгоград, Тамбов облаçĕсенче, Удмурт Республикинче - аэрофотосъемка ирттернĕ.

- 2016 çулхипе танлаштарсан мĕнле улшăнусене тупса палăртнă?

- Микроçырав кăтартăвĕсем тăрăх, 5 çул хушшинче фермер хуçалăхĕсем пысăкланнă. Фермерсен шучĕ 2 хут чакнă-ха, анчах та пĕр хуçалăх пуçне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен лаптăкĕсем тата кайăк-кĕшĕк хисепĕ 3 хут, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 2 хут ÿснĕ. Палăртмалла, фермер хуçалăхĕсен акмалли-лартмалли лаптăкĕсем тата 17 процент хушăннă. Техника культурисен лаптăкĕ пысăкланнине çирĕплетмелле: ял хуçалăх организацийĕсен - 32%, фермерсен - 14%.

Çав вăхăтрах килти хушма хуçалăхсенче тата ял хуçалăх организацийĕсенче çĕрулми, пахчаçимĕç, бахча (арбуз, дыня, кавăн пахчисенчи) тата выльăх апачĕлĕх культурăсем туса илесси чакнă. Фермерсем вара ытти тытăмри хуçалăхсенчен хастартарах ĕçленĕ - выльăх апачĕлĕх культурăсене 21%, пахчаçимĕçе, бахча культурисене 11: ытларах çитĕнтернĕ.

Иçĕм çырли пахчисем 16 процент нумайланнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 3% ÿснĕ, 68 пин пуçпа танлашнă. Фермер хуçалăхĕсенче ĕç кăтартăвĕ - 22 пин пуç выльăх. «Чух-чухсене» ытларах ял хуçалăх организацийĕсенче тытаççĕ.

Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен комплекссем те тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсенче 3,8 млн пуç усранине çирĕплетнĕ.

- Çыравра усă курнă планшетсемпе мĕн тăвĕç?

- Чăвашстата Пĕтĕм Раççейри çырав тата ял хуçалăх микроперепиçĕ валли 3 пин ытла планшет уйăрнă. Гаждетсене «Аврора» системăпа тивĕçтернĕ, çавна пула мĕнпур сведени нихăçан та çухалмĕ. Планшетсен пĕр пайĕ ведомствăра пулĕ, ыттисем - патшалăх влаçĕнчи органсенче.

- Микроçырав пĕтĕм-летĕвĕсемпе ăçта паллашма пулать/

- Чăвашстат сайчĕн (https://chuvash.gks.ru: «Статистика/Переписи и обследования/Всероссийские сельскохозяйственные переписи/Сельскохозяйственная микроперепись 2021 года/ Итоги микропереписи» уйрăмĕнче кирлĕ информацие тупма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика