Эрнекун инвалидсен пĕрлешĕвне туса хунăранпа 35 çул çитнине паллă тума Кÿлхĕрри кÿлли хĕррине йышлăн пухăнчĕç.
Сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çынсем кунта тĕрлĕ ялсенчен те, Калининăри интернатра пурăнакансем те килсе çитнĕ. Пĕрлехи уява округри инвалидсен обществин ертÿçи Людмила Николаева уçрĕ, хăйсем куллен туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Пухăннисене Вăрнар округĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Фирсов, Калининăри ПНИ директорĕ Сергей Кузьмин, Социаллă фонд представителĕ Ирина Семенова та ăшă та ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. Нимле чăрмавсене пăхмасăрах хастар та мал ĕмĕтлĕ пулма сунчĕç.
Кÿршĕрен хăнасем те ăшă саламсемпе çитнĕ. Красноармейски округĕн, Канашри инвалидсен обществисен ертÿçисем Татьяна Петрова, Анатолий Семенов хăйсен ĕçченĕсемпе пĕрле вăрнарсене тĕрлĕрен парнесемпе те савăнтарчĕç.
Каласа хăвармалла, общество ĕçне чи активлă хутшăнакансем уйрăм хисепе тивĕçрĕç. Л.Николаева Кÿлхĕрри ялĕн старостине Владимир Ржанова, Калининăри Любовь Ефимована Тав хучĕсемпе чысларĕ.
- Çакăн пек тĕлпулусене коронавируса пула 3 çул ирттереймерĕмĕр. Малалла çулсеренех тĕл пулма ĕмĕтленетпĕр. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни тата та ăнăçлăрах, тимлĕрех ĕçлесе пыма хавхалантарать. Пĕр-пĕринпе курса калаçни, уçă сывлăшра пĕрле канни те мĕнле аван, - терĕ Людмила Валерьевна.
Тĕлпулу, чăн та, çак кун питĕ ăшă лару-тăрура, кăмăллă иртрĕ. Шашкăлла выляссипе, акă, ăмăртăва 20-е яхăн çын хутшăнчĕ. Мала тухаканĕ Калининăри Леонид Алексеев пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Уяв сĕтелĕ те тулăх пулчĕ. Пухăннисене Кÿлхĕрри ял старости В.Ржанов, Н.Муравьев тăрăшнипе кÿлĕ хĕрринче пĕçернĕ техĕмлĕ пулă шÿрпипе хăналарĕç. Ăна хатĕрлекенĕсем - Надежда Судова, Ираида Туйкина, Алевтина Венедиктова. Çавăн пекех сĕтел çинче ăшаланă пулă, тĕрлĕрен кукăльсем, пахчаçимĕç, улма-çырла, пылак кучченеçĕ, вĕри чей, хăнасен кучченеçĕсем пулчĕç. Калининăри Любовь Ефимова вара пурне те хăй вĕретнĕ кваспа сăйларĕ.
Кăмăл-туйăма Калининăри культура çурчĕ çумĕнчи «Кружевницы» вокал ансамблĕ тата Виктор Волков хăйсен илемлĕ юррисемпе çĕклерĕç. Виктор Волков сусăрсем çинчен çырнă сăввине чĕресене тивмелле вуларĕ.
Чи хастаррисем пĕччен ишмелли сулăпа та ярăнчĕç. Вĕсене Шупашкарта МЧС службинче тимлекен Александр Петров юнашар «страхласа» ишсе пычĕ.
Уяв питĕ савăнăçлă та кăсăклă иртрĕ. Ăна йĕркелекенсене те, хутшăннисене те пурне те пысăк тав!
Маргарита СЕРГЕЕВА
Ноябрь 2024 |