Шăматкун «ZOV Вурнары» хастарĕ-сем тăрăшнипе ятарлă çар операцийĕн çапăçусем пыракан вырăнне УАЗ Хантер автомобиль ăсанчĕ. Шăпах та Раç-çей кунĕнче вăл вырăна çитнĕ. Унпа пирĕн ентеш, Хапăс каччи, миномет батарейин командирĕ Вячеслав Ж. усă курĕ.
Дизель двигательпе ĕçлекен çĕнĕ пекех УАЗпа вăрнарсене «Автофургон» спецтехникăсен завочĕн директорĕ Игорь Комаров тивĕçтернĕ. Вăл чăннипех те çар условийĕсене хатĕр: ăна пуренлĕн вăйлатнă. «ZOV Вурнары» волонтерĕсен - Александр Ефимовăн тата ун Андрей ывăлĕн - хăшпĕр çитменлĕхсене кăна юсама тиврĕ. Ку хастарсен ыркăмăллăхне палăртас килет. Александр Иванович УАЗа çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе туллин тивĕçтернĕ.
«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, «Звездопад» обществăн гендиректорĕ Владимир Яковлев, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников пулăшнипе автомашинăна заводăн эстакадинчен тиерĕç.
- Эпир Игорь Валериевич Комарова паянхи çăмăл мар тапхăрта çынлăх, патриотлăх туйăмĕсене уçнăшăн, «ZOV Вурнары» ушкăна пулăшупа хавхалантарушăн чĕререн тав тăватпăр, - терĕç Вячеславăн ашшĕпе амăшĕ.
«Вячеслав çак машинăпа çĕнтерÿпе киле таврăнтăр!» - ăнăçу сунчĕç çула тапраннă фургона сăхсăхса ăсатса пухăннисем. Инçет çула УАЗа тата ашшĕ-амăшĕ Вячеславпа ун юлташĕсем валли хатĕрленĕ посылкăсене Роман Ивановпа Дмитрий Яковлев çитерчĕç.
Вăрнарсем СВО-на пĕтĕмпе вунă автомобиль ăсатрĕç. «ZOV Вурнары» ушкăн патне хамăрăн тата икĕ ентеш - кадрта тăракан çар çыннисем, ятарлă çар операцине хĕрÿ вырăнта малтанхи кунсенченех хутшăнакан Хапăс тата Кив Шуртан çыннисем - машина ыйтăвĕпе тухнă. «Çĕнĕрех автомобиль илсен аванрах, шанчăклăрах. Сахалтан та 700-800 пин тенкĕ кирлĕ», - пĕлтерчĕ «ZOV Вурнары» ушкăн ертÿçи Артур Михайлов. Çавăнпа та округра пулăшу валли укçа-тенкĕ пухаççĕ.
Хаклă вулаканăмăрсем, кăмăл пулсан çак реквизитсемпе куçарма юрать: 89373750123, Банк Тинькофф, Артур Валерьевич М.
Çĕнтерÿшĕн кашни пус хаклă! Йывăр вăхăтра пĕрле пулар!
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |