Медицина ĕçченĕсем пирĕн çĕршывра та, пĕтĕм тĕнчере те авалтан хисепре. Нумай чухне вĕт вĕсенчен пирĕн сывлăх, пирĕн пурнăç тÿреммĕн килет. Мĕн çуралнăранпа пурнăç тăршшĕпех этем шур халатлă ĕçченсен хÿттинче. Çавăнпа та ку сферăра тимлекенсем чи пархатарлă та кирлĕ професси çыннисем тесен те йăнăш пулмасть. Вĕсем мĕнпур сиплев ăсталăхĕпе пĕлĕвне хывса, хăйсене шеллемесĕр çынсен ăнăçлăхĕшĕн кунсерен тăрăшнăшăн пысăк хисеппе чыса тивĕç.
Ыран Медицина ĕçченĕн кунне паллă тунă май, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен ят-сумне уйрăммăнах палăртма, çитĕнĕвĕсемпе мухтанма сăлтав пур. Çак кун вĕсем хăйсем пулăшу кÿнисен иксĕлми тавне, чун-чĕре ăшшине кăна туйччăр.
Праçник умĕн округри медицина ĕçченĕсем те хăйсен ячĕпе чылай ăшă сăмах, ырă суннипе тав тунине тивĕçлипе йышăнчĕç. Кăçал Вăрнар сывлăх сыхлавĕн тытăмĕшĕн юбилейлĕ çул пулнă май, уяв мероприятийĕсем пушшех те пысăк мăнаçлăхпа иртрĕç. Район больницине йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине тата Медицина ĕçченĕн кунне коллектив туслă йышпа пĕрле, торжествăлла лару-тăрура паллă турĕ.
Уява шур халатлă ĕçченсене мухтакан хăйнеевĕрлĕ гимн уçрĕ. Ăна вырăнти больница тытăмĕнче тимлекенсем хăйсен уçă сассисемпе илемлĕн, артистсенчен те кая мар янăратрĕç. Чăннипех те пултаруллă, маттур - ĕçтешĕсем валли чунран тухакан парне.
Округри медицина ĕçченĕсене саламлама пысăк хăнасем те йышлăн килсе çитнĕ: профильлĕ ведомство представителĕсем, округ ертÿлĕхĕ тата Пухăвĕн депутачĕсем, ытти округ больницисен тĕп врачĕсем тата ыттисем. Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министрĕн Владимир Степановăн Вăрнарти ĕçтешĕсене профессие чунтан парăнса тăрăшнăшăн тав тăвакан сăмахĕсене министерствăн тĕп специалист-эксперчĕ Екатерина Рокина çитерчĕ. Вăл сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тимлесе палăрнăшăн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе Ольга Никифорова медицина сестрине тата Тавĕпе Ильзита Иванова тата Вероника Тимофеева врачсене, лаборатори техникне Алина Алексеевана, Вера Дмитриева, Анжела Ластухина, Людмила Львова, Елена Петрова, Светлана Семенова медицина сестрисене чысларĕ.
Пархатарлă ĕç яланах хисеплĕ. Тухтăрсем, фельдшерсем, медицина сестрисемпе лаборантсем, кĕçĕн персонал... - медицинăра шанчăклăн та тÿррĕн службăра тăракансем - чылаййăн наградăсем илчĕç професси уявĕ тата юбилей тĕлне. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, акă, Роман Алексеев депутат чысларĕ, ăна клиника-диагностика лабораторийĕн заведующийĕ Зоя Жилкина, Татьяна Яклашкинапа Надежда Яковлева медсестрасем тивĕçрĕç. Роман Юрьевич Алексей Анисимов инженер-программиста вара округăн обществăлла-политика пурнăçне активлă хутшăннăшăн «Единая Россия» партин Тав хучĕпе те хавхалантарчĕ.
Раççей сывлăх сыхлавĕн работникĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕн Хисеп грамотипе наградăланисем: Светлана Васильева, Елена Куликова, Вероника Трофимова медицина сестрисем, Ишлĕри ФАП заведующийĕ Любовь Григорьева тата ЭВМ операторĕ Валентина Петрова. Ку организацин председателĕ Татьяна Константинова вырăнти профсоюз ĕçне хастар йĕркелесе пынăшăн ун ертÿçине Елена Минаевана, медицина психологне, уйрăммăн палăртрĕ.
- Шур халатлă ĕçченсем пирĕнтен кашнин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Чир-чĕр аптратать-и, сывлăха çирĕплетме сĕнÿсем кирлĕ-и - Гиппократ тупине асра тытса вĕсем яланах пулăшма хатĕр. Медицина аталанăвĕ халĕ, чăн та, çÿллĕ шайра, диагностикăпа сиплевре çĕнĕ йышши оборудованипе усă кураççĕ. Апла пулин те паян та медицинăн тĕп хаклăхĕ вăл - пурнăçне хăйсен профессине халалланă специалистсем, - çирĕплетрĕ Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Петров та. Округ ертÿлĕхĕ ятĕнчен вăл ĕçре палăрнисене Хисеп грамотипе тата Тав хучĕпе чысларĕ.
Коллективăн ÿсĕмĕсем, ят-сумĕ, паллах, пурте пĕр шухăшлăн, пĕр тĕллевлĕн тăрăшнинчен килеççĕ. Вăрнар район больницинче шăпах та çак пĕрлĕх, ăнланулăх сисĕнет. Çакна тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Илюткин та çирĕплетрĕ.
- Ĕçтешĕмсем Вăрнар çыннисен сывлăхне упрассипе пĕтĕçсе, туслă вăй хунишĕн савăнатăп. Хам çак пултаруллă коллективăн пĕр пайĕ пулнипе мухтанатăп, - уяв саламĕсем хушшинче çамрăк пуçлăхăн сăмахĕсем уйрăмах хумхануллă пулчĕç.
364 çынран тăракан коллектива ?çав шутра 50 врач, 178 вăтам медицина ĕçченĕ, 135 çын - ытти персонал% Сергей Владимирович тăваттăмĕш çул ăнăçлă ертсе пырать. Медицина тивĕçтерĕвĕн пахалăхне ÿстерессине, çĕнĕ сиплев технологийĕсене ĕçе кĕртессине, специалистсен ĕç условийĕсене лайăхлатассине тĕпе хурать. Çавна май 95 çулхи пуян историллĕ район больницин коллективне малашне те округра пурăнакансен сывлăхĕн хÿтĕлевĕнче сыхă тăма, чи малтисен йышĕнче пыма сунчĕç уява пухăннă мĕнпур хăнасем.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2024 |