Вăрнар округĕнче сывлăх сыхлавĕн пирвайхи звеноне модернизацилессипе кăçал та пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Çав шутра Çăлкас Кăкшăм салинче пурăнакансем кунта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕн алăкĕсем уçăласса кĕтеççĕ.
Юлашки вăхăтра чылай ялта уçнисем пекех ку модульлĕ ФАП та «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе çĕкленет. Ăна хута ярсан ял çыннисене медицина пулăшăвĕпе пахалăхлă тивĕçтерме мĕнпур условисем пулĕç. Фельдшерăн йышăну пÿлĕмĕ, процедурăсемпе прививка кабинечĕ, кĕтмелли холл тата санитарипе йăла пÿлĕмĕсем - тухтăрсене те, пациентсене те меллĕ пултăр тесе пĕтĕмпех шута илнĕ. Строительство тапхăрне вĕçлесен тавралли территорие те хăтлăлатма пăхнă. Хăйсем тĕллĕн куçса çÿреймен, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çынсене кĕрсе çÿреме меллĕ майсемпе те тивĕçтерĕç.
Хальхи вăхăтра строительство ĕçĕсем Çăлкас Кăкшăмра хастар, пĕр тăхтавсăр пыраççĕ. Çурта хăпартассине вĕçленĕ ĕнтĕ, тăррине витнĕ, чÿречисемпе алăкĕсене те вырнаçтарнă. Строительсем пÿлĕмсене шалтан хăтлăлатаççĕ: сăрлаççĕ-илемлетеççĕ, санитари пÿлĕмĕсене плитка хураççĕ тата ытти те. Инженери коммуникацийĕсене ?çав шутра электричество, водоснабжени, ăшă системи% туртасси, çурт умĕнче пандус вырнаçтарасси те тимлĕхрех.
Уйрăммăн каламалла, Çăлкас Кăкшăмри ФАП строительствинче вырăнти строительсен ушкăнĕ тăрăшать. Çавăнпах ĕнтĕ, харпăр хăй, ял-йыш валли пĕлтерĕшлĕ объекта çĕкленĕренех пулĕ, питĕ яваплă, пахалăхлă тимлеççĕ. Кану кунĕсене те пăхмаççĕ, шаннă ĕçе вăхăтра, тăсса ямасăр, вĕçлеме васкаççĕ.
Палăртнă тăрăх, фельдшерпа акушер пункчĕ çулла варри тĕлне ял çыннисене пĕрремĕшле медицина пулăшăвĕ пама хатĕр пулмалла. Ăна фельдшера кăна мар, врачсен мобильлĕ бригадисене те пациентсене йышăнма май паракан мĕнпур оборудованипе, медикаментсемпе тивĕçтерĕç.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2024 |