Хăюлăхпа палăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2023, 08:45 Просмотров: 728

Вăрнар тăрăхĕн каччисем ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартни ентешсене чăннипех те савăнтарать, çĕршыв пуласлăхĕшĕн лăпкăлăх çуратать.

Вăрнарти Кирилл Лукин та - Раççей патриочĕ. Вăл поселокри И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çар службине контракт йĕркипе кĕнĕ. СВО-на та хăй ирĕкĕпе контракт çырса кайнă вăл. Сывлăш-десант çарĕсенче тăрать.

Хăюллă ентеш çар задачисене яваплăн та тивĕçлĕн пурнăçлать. Хăюлăхпа пĕрре мар палăрнă вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна паттăрлăх кăтартнăшăн Жуков медалĕпе наградăланă. Çавăн пекех маттур салтакăн кăкăрне 4-мĕш степеньлĕ Георгий хĕресĕ илемлетет.

Çак кунсенче Кирилл тăван килте отпускра пулнă. Çар операцийĕн вырăнне вăл çĕршыв интересĕсене малашне те хăюллăн хÿтĕлес ĕмĕтпе таврăннă.

Тăван шкулĕнче те паттăр салтакпа мухтанаççĕ. Çамрăк çар çыннин сăнÿкерчĕкĕ кунти Мухтав музейĕнче те çакăнса тăрать.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика