Паттăрла пулăм нихăçан манăçмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2023, 08:49 Просмотров: 53

Паян Куславкка районĕнчи Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсене халалласа лартнă мемориалта музей уçăлать. Вăл та тылри халăхăн паттăрлăхне, хастарлăхне кăтартакан вырăн пулса тăрĕ.

Чăваш халăхĕ 1941 çулхи хĕл кунĕсенче чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă: кĕске вăхăтра Сăр тата Хусан хÿтĕлев линийĕсене туса пĕтернĕ.

Сăр оборона линийĕ Мари Эл, Чăваш, Мордва Республикисен, Чулхула, Пенза, Саратов, Ульяновск облаçĕсен территорийĕнчи Сăр, Уза, Няньга, Чардым шывĕсен хĕррипе иртнĕ. Строительство 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, нимĕç çарĕсем Мускав патне çывхарнă кунсенче, пуçланнă. Унăн Хусана, Куйбышева, Чĕмпĕре, ытти хулана тăшман илесрен хÿтĕлемелле пулнă.

Чăваш енре Сăр линийĕ Етĕрне районĕнчи Засурье, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк, Улатăр районĕнчи Сурский Майдан, Улатăр районĕнчен Ульяновск облаçĕн чикки таран тăсăлнă. Чăваш Республикин хальхи истори архивĕн кăтартăвĕсем тăрăх, строительствăна ĕçлеме пултаракан 171 пин ытла çын хутшăннă. Çакă республикăра пурăнакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шутланнă. Кунсерен патриотизмла ĕçе 85 пин çын хутшăннă. Хăшпĕр тапхăрта çак хисеп 100 пинтен те иртнĕ. Канмалли кунсене, шартлама сивве пăхмасăр ĕçленĕ. Йывăрлăхсем сиксе тухнă пулин те паттăр халăх строительствăна палăртнă вăхăтран чылай малтан вĕçленĕ.

1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Лаврентий Берия ячĕпе ЧАССР Совнарком председателĕ Александр Сомов тата Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Иван Чарыков алă пуснă телеграмма ăсатнă: «Патшалăх оборона комитечĕн Сăр оборона линине тума панă хушăва пурнăçланă. 3 миллион кубла метр çĕр чавса кăларнă, 1600 дзотпа дот, 1500 çĕрпÿрт хатĕрленĕ, 80 километр окоп чавнă».

Сăр оборона линийĕн строительстви чăннипех те пысăк калăпăшлă халăх стройки пулса тăнă. Тыл паттăрлăхĕ.

Вăрнар районĕнче пурăнакан çĕр-çĕр çын та çак ĕçе хастар хутшăннă. Вĕсен списокĕсене Хурăнсур Çармăсри Федор Кузьмин таврапĕлÿçĕ архивсенче тĕпченĕ хыççăн «Çĕнтерÿ çулĕнче» те пичетлесе пытăмăр. Ятарлă кĕнеке те тухрĕ.

Кив Мĕлĕшри Петр Ефремович Юлмасов ертсе пыракан колхоз бригади вара Хĕрлĕ Ялава çĕнсе илнĕ. Вăл нумай çул кунти ял Совечĕн çурчĕн тăрринче вĕлкĕшнĕ. Халĕ Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче упранать.

Паттăрлăх нихăçан та асран тухмасть.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика