Юпа уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче пирĕн çĕршывра Автомобиль тата хулари пассажир транспорчĕн ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Ку уява Совет Союзĕ вăхăтĕнчех чыслама пуçланă. Çăмăл мар профессире вăй хуракансен яланах тÿрĕ çулпа çÿремелле, руле çирĕп тытса пымалла. Автомобилистсен кунĕнче уяв саламне Вăрнарта пурăнакан маттур та пултаруллă водитель Анатолий Федорович Туринге те йышăнать.
Анатолий Мăн Явăш ялĕнче хисеплĕ хресчен çемйинче 1953 çулта кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ, Федор Ефимовичпа ?вăрçă ветеранĕ, инвалид% Матрена Кондратьевна Турингесем ĕмĕрĕпех вырăнти хуçалăхра вăй хунă. Мăшăр виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, тĕрĕс воспитани парса ĕçпе пиçĕхтернĕ.
Толя - çемьере виççĕмĕш ача. Вăл яланах тăрăшулăхпа, хастарлăхпа, сăпайлăхпа палăрса тăнă. Колхоз ĕçĕсене çамрăклах хутшăннă. Пушă вăхăтра ытти ачасем пекех пулла, çырлана çÿресе ÿснĕ. Тĕрлĕ вăйăсенче маттур пулнă, спорта юратнă. Аслă классенче Анатолий техникăпа кăсăкланма тытăнать, унпа çывăх предметсене килĕштерсе вĕренет.
Мăн Явăшри шкултан вĕренсе тухсан маттур каччă Калининăри ял хуçалăх училищинче тракторист-машинист свидетельствине алла илнĕ. Çак çулах ăна Вăрнар комиссариачĕ Канашри ДОСААФ шкулне водительсен курсне вĕренме янă. Кунтан вăл тăрăшса пĕлÿ илсе, лайăх паллăсемпе вĕренсе водитель свидетельствипе тухнă.
1971 çулхи çуркунне Анатолий çĕршыв хyтĕлевçисен ретне тăрать, службăна Германие лекет. 47314-мĕш çар чаçĕнче çамрăк салтака Урал-375 автомобиле шанса параççĕ. Техникăна яланах юсавлă та таса тытса пыма тăрăшнă вăл. Ума лартнă тĕллевсене тимлĕ те вăхăтра пурнăçланă. Çăмăл пулман салтаксемпе офицерсене ют çĕршывра. Европăра та тĕрлĕ улшăнусем час-часах пулса иртнĕ те, тăтăшах вĕренÿсем пынă. Анчах та служба вăхăтĕнче Устава пăхăнманни, дисциплинăна пăсасси нихăçан та пулман. Салтак атти тăхăннă Мăн Явăш каччине присяга тытнă хыççăн уйăхран комсомола илнĕ. Çакă та яланлăх асра юлмалли кун пулнă уншăн.
Çар ĕçĕнче хăйне хастар кăтартнăран тĕрлĕрен наградăсене тивĕçнĕ Анатолий Туринге: «Çар отличникĕ», «Воин - спортсмен», «Классный специалист» тата ыттисене. Анатолийпе пĕрле пĕр чаçре Кив Сăрьел каччи Вениамин Викторов та службăра тăнă. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкар хулинче автобус водителĕнче тимленĕ. Халĕ тĕп хуларах пурăнать.
1973 çулта, служба вĕçленес умĕн, хастар водительсене Казахстана ял хуçалăх культурисене пуçтарма яраççĕ. Кунта та пирĕн ентеш хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрать. Япăх çанталăка пула кĕрхи ĕçсем вăраха тăсăлса кайнă пирки служба вăхăчĕ те темиçе уйăх вăрăмланать. Çуркунне таврăнмалли салтак кĕр енне çеç тăван яла çаврăнса çитет. Ял хуçалăх ĕçĕнче тăрăшнăшăн Тав хутне те тивĕçет.
Салтакран таврăнсан кăшт каннă хыççăн ĕçе вырнаçать. Çамрăк каччă Кăмаш хĕрне куç хывать, Светлана Большаковăпа паллашать. 1979 çулта вĕсем çĕнĕ çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕ, Светлана Викторовна, Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнăскер, нумай çул аш-какай комбинатĕнче вăй хунă. Анатолий Федорович вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Канаш ПАТП филиалĕнче ĕçленĕ.
Тивĕçлĕ канура та килте ахаль лармасть, виçĕ çул ытла «Попутчик» обществăра вăй хурать. Анатолий Федорович 45 çула яхăн водительте чунне парса тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ пурнăçланăшăн, яланах çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнса дисциплинăллă çÿренĕшĕн вăл пысăк хисепе тивĕçнĕ. Нумай çул улшăнмасăр пĕр ĕçре вăй хунăшăн тата хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн Тав çырăвĕсемпе, грамотăсемпе пĕрре мар чысланă ăна. Вăл - ĕç ветеранĕ. Транспорт министерствин «За безаварийную работу» 1-мĕш степеньлĕ паллăна та тивĕçнĕ. Ăна аварисĕр çÿрекен водительсене 500 пин ытла километр чупнă хыççăн параççĕ.
Вăрнар поселокĕнчи хисеплĕ мăшăр ывăлпа хĕр пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă. Халĕ вĕсем виçĕ мăнук пуррипе савăнаççĕ, хăйсене телейлĕ тесе шутлаççĕ.
Яланах ырă кăмăллă та тимлĕ Анатолий Федорович çулсеренех юлташĕсемпе професси праçникне икĕ хутчен уявлать: май уйăхĕн 29-мĕшĕнче - Раççей Çар автомобилисчĕсен кунĕнче тата октябрь вĕçĕнче - Автомобилистсен кунĕнче.
Çар службинче пулнăранпа 50 çул иртнĕ ĕнтĕ, çапах та Анатолий Федорович салтак атти тăхăннине, çĕршыва хÿтĕлеме присяга панине, комсомол билетне алла илнине паян та асрах тытать.
Николай ВАСИЛЬЕВ, запасри офицер
Ноябрь 2024 |