Чăваш ен те хăйне чыслăн кăтартĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2023, 08:56 Просмотров: 52

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форум уçăлĕ. Калăпăшлă мероприяти ВДНХ-ра иртĕ, унта çĕршыври мĕнпур субъект хутшăнĕ. 2024 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен иртекен форумра кашни регион хăйĕн пысăк çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕ. Унта тÿлевсĕрех кĕрсе курма пулĕ. Чăваш енĕн кунĕ - раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ.

Самолетран - мамонт таран

«Раççей» курав-форум уçăличчен шутлă кунсем юлчĕç. 250 пин тăваткал метр лаптăк çинче инфратытăмăн 70 яхăн объекчĕ хута кайĕ. Кĕмелли тĕп алăк умĕнче, тĕп аллейăра, çурçĕр скверĕнче, Октябрь тÿремĕнче тата чечек партерĕ çывăхĕнче хушма павильонсем вырнаçĕç. Вĕсен шутĕнче - «Космонавтика тата авиаци» центр, «Сăмах» славян çырулăхĕн музейĕ, «Робостанци», К.А.Тимирязев ячĕллĕ биологи музейĕ, «БИОТЕХ музей» хальхи биотехнологисен центрĕ, «Раççей - манăн истори» павильон, Кино музейĕ, «Ăслă хула» павильон тата ытти те. Куравра Раççейри тĕрлĕ регионăн çеç мар, ют çĕршывсен экспозицийĕсем те пулĕç. Унта самолет кабинине те, мамонт çурине те курма пулĕ.

Раççейĕн тĕрленĕ картти кĕтсе илĕ

«Раççей» курав-форумра Чăваш ен хăйĕн культура, туризм, инвестици, промышленноç енĕпе тунă çитĕнĕвĕсене - республика юлашки 20 çулта мĕн тунине - кăтартĕ. Уяв хăнисем валли Ентешсен форумĕ, гастрономи йăлисен фестивалĕ ?чăваш апат-çимĕçне тутанса пăхма май пулĕ%, «Киноматографлă Чăваш ен» проект презентацийĕ, чăваш туйĕ иртĕç.

ВДНХ-на кĕнĕ çĕрте Раççейĕн тĕрленĕ карттин инсталляцине вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Вăл - курав-форумăн тĕп арт-объекчĕсенчен пĕри.

Сăмах май, Чăваш АССРĕн пĕрремĕш тĕрленĕ карттине 1939 çулта Пĕтĕм союзри ял хуçалăхĕн куравĕнче кăтартнă. Ăна «Паха тĕрĕ» фабрика ăстисем çулталăк тăршшĕпе хатĕрленĕ. Халĕ вăл Чăваш тĕррин музейĕнче упранать. 2021 çулта вара республикăри ăстасем Чăваш ен карттине тĕрлерĕç. Пĕлтĕр ку ĕç çĕршыв шайне тухрĕ - РФ Культура министерстви тата Федерацин наци ĕçĕсен агентстви пулăшнипе ăстасем Раççей карттине хатĕрлерĕç. Проекта Донецк тата Луганск халăх республикисем те, Запорожье, Херсон облаçĕсем те хутшăнчĕç. Регионсенчи ăстасемпе пĕрле хатĕрленĕ Раççей картти халĕ РФ музей фончĕн пайĕ пулса тăнă, Чăваш наци музейĕнче упранать.

Мускавра - чăваш туйĕ

Çемье çавăрни - çыннăн пурнăçĕнчи пысăк та асра юлмалли пулăм. Çак мешехе Мускаври ВДНХ-ра иртни вара тата сумлăрах. Шăпах «Раççей» курав-форум вăхăтĕнче чăваш йăлипе чăн-чăн туй ирттернине курма май пулĕ. Телейлĕ мăшăрĕ вара паллă: Шупашкарта пурăнакан Анастасия Мочаловăпа Максим Горский.

Чăваш туйĕ ВДНХ-ра раштавăн 1-мĕшĕнче иртĕ. Максим И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн управленипе социаллă технологисен факультетĕнче вĕренет, Настя вара Коопераци институчĕн магистратуринче экономика енĕпе пĕлÿ илет. Иккĕшĕ те пĕр кафере инструкторта тăрăшаççĕ.

Туй мешехине кăтартса пама вĕсемпе пĕрле «Çавал» ансамбль кайĕ.

Кашни регионăн - хăйĕн стенд

«Раççей» пĕтĕм тĕнчери курав-форум валли кашни регион хăйĕн стендне хатĕрлет. Чăваш ен машина тăвас ĕçпе туризм тытăмне пусăм тăвас шухăшлă. Чăнах та, юлашки çулсенче пирĕн республика туристсем валли çĕнĕ объектсем хута ячĕ, ку енĕпе малалла та аталанасшăн. Ахальтен мар пирĕн пата ытти регионтан çеç мар, ют çĕршывсенчен те курма килеççĕ. Республикăра машина тăвас ĕç лайăх йĕркеленнине, тен, пурте пĕлмеççĕ те пулĕ. Çак куравра Чăваш енре кăларакан тракторсене курсан пирĕн регионăн илĕртÿлĕхĕ тата ÿсĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика