Килте тасатаççĕ, урама варалаççĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2023, 08:58 Просмотров: 54

Ялсенче аплах мар пулĕ, анчах та Вăрнарти чылай контейнер площадкисем чăннипех те пысăк свалкăсене çаврăнаççĕ. Йăлари каяшсен савăчĕсем таса, ун тавра вара çÿп-çап купи тем сарлакăш сарăлса выртать.

Пĕр тĕслĕхе кăна илем. Жорж Илюкинпа Гагарин урамĕн хĕресленĕвĕнче вырнаçнă контейнер площадки çумĕнчи ăпăр-тапăр «эвересчĕ» пĕр-икĕ эрнере 60 метра яхăн тăсăлчĕ. Мĕн кăна йăтса тултарман пулĕ кунта/ Кĕленчесем, тумтир, электричество пăралукĕсем, кивĕ ещĕксем, чÿрече рамисем, хăмасем, йывăç турачĕсем, вуллисем, кивĕ креслăсем... Ахăртнех, çывăхри уйрăм çуртсенче пурăнакан килĕнче, пахчинче тасатнă... Хăйĕн территорийĕнче йĕркелĕх хуçаланĕ-ха унăн, анчах та чунĕ вăркамасть-ши/ Урама вараланăшăн, тавралăх сăнне илемсĕрлĕх кĕртнĕшĕн, çакнашкал сăнсăр ÿкерчĕке пăхтарса вун-вун çыннăн кăмăлне пăснăшăн... Çук ĕнтĕ. Экологи, ытти çынсем çине алă сулакансен чĕрисем те чулран пулĕ...

Çакнашкал çынсемех урамсенчи çÿп-çап тăвĕсемшĕн влаç представителĕсене айăплама хăтланаççĕ, хăйсем килсе тăкнă купасене вăхăтра тиесе тухмаççĕ тесе ÿпкелешеççĕ.

Çапла, çын аллипе йĕркеленекен свалкăсемпе округ администрацийĕн ĕçченĕсем çулталăкне мĕн чухлĕ кĕрешмеççĕ пулĕ, анчах та вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕрен ÿссе лараççĕ. Площадкăсем çумĕнчи ТКО шутне кĕмен ăпăр-тапăра пĕтерме бюджет укçи кайнине темшĕн ăнланасшăн мар хăшĕсем. Контейнерсене, ун çумне строительство мусорне ?пĕренесене, кирпĕчсене, плитасене, шифера%, покрышкăсене, йывăç турачĕсене, тункатасене, ÿсентăран юлашкийĕсене, навуса, ыттине пăрахма юрамасть! Регион операторĕ вĕсене тиесе тухмасть!

- Чăннипех те çивĕч ыйту. Шел те, хăшпĕр çынсем контейнер площадкисене йăлари ăпăр-тапăрпа, йывăç-курăкпа, ТКО шутне кĕмен ытти япалапа тултарма юраманнине ăнланмаççĕ. Хамăр енчен ку проблемăна тимлĕхрен кăлармастпăр, пухăнса кайнă çÿп-çапа тасататпăр. Анчах та çакă округ бюджечĕшĕн хушма тиев пулнине манас марччĕ, - пĕлтерчĕ Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов.

Çаплах ĕнтĕ. Бюджетра пăхман тăкаксем пирки хăшĕ-пĕри вуçех шутламасть. Çÿп-çапа контейнер площадкисем çумне йăтать те йăтать. Тепĕр енчен шутласан, кунта выртакан нумай япалана килтех «тĕп тума» пулать-çке. Çапăсем, туратсем кăмакара аван çунаççĕ. Уйрăм хуçалăх тытакансен лаç-мунча пурах ĕнтĕ. Ÿсентăран юлашкийĕсенчен лайăх компост пулать. Вăл çĕршĕн çав тери усăллă.

Пысăк габаритлă кивĕ япаласене çÿп-çап полигонне илсе кайма юрать. «Максимум» управляющи компанийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, тÿлеве ун йывăрăшне кура илеççĕ. Полигона çÿп-çапа 8-17 сехетсенче тиесе пыма юрать. Апат вăхăчĕ 12-13 сехетсенче.

Çÿлерех асăннă контейнер площадки çывăхĕнчи çын аллипе йĕркеленнĕ йĕркесĕрлĕх хамăр хаçатăн Телеграм-каналĕнче анлă резонанс çуратрĕ. Хăшĕсем чăннипех те тĕрĕс шухăша палăртрĕç - ку вырăнсене видеокамерăсем лартмалла!

Çапла туни, паллах, тавралăха варалакансене тупса палăртма, явап тыттарма май парĕ. Анчах та ку вăхăт ыйтăвĕ. Тепĕр тесен, саккунпа çыхланиччен кашнин хăйĕн ăсне мала кăларасчĕ - тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшасчĕ.

Тасалăх пирĕнтен кашнинчен пуçланать. Тăван тавралăха юратни, уншăн яваплăха туйни те çыннăн культура шайне аван кăтартать. Хăвăрăн килте кăна мар, урамсенче те йĕркелĕх пултăр...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика