Спорт хавхалану кÿрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.01.2024, 09:44 Просмотров: 307

Тÿреммĕн тата депутат ĕçĕ, тĕрлĕ тĕл-пулусем, канашлусем, çÿревсем, спорт, ăмăртусем, çемье... Çакăн пек пурнăç темпĕнче кăмăл çĕкле-нĕвне сыхласа хăварма, пĕрмаях энергиллĕ пулма мĕн хавхалантарать-ха/ «Спорт», - пĕлтерчĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче пулнă май.

Роман Юрьевич - çамрăксемшĕн, ачасемшĕн чăннипех те паха тĕслĕх. Пурнăçĕ пĕчĕкренех спорт тĕнчипе çыхăннăранах пулĕ, вăл паянхи кун та сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Кашни кун сахалтан та пĕр сехет спорт валли вăхăт уйăрать. Ача чухне те, халĕ те уншăн идеал - ашшĕ Юрий Александрович Алексеев. Вăл, тренерта тăрăшаканскер, вун-вун ачана кĕрешÿпе туслаштарать, чемпионсем, спорт мастерĕсем чылай çитĕнтернĕ. Роман Юрьевич та - ачисемшĕн ырă тĕслĕх. «Паян çамрăксене гаджетсем умĕнчен кăлармалла. Телефонсем вĕсен шухăш-кăмăлне япăх витĕм кÿреççĕ. Пурнăç йĕркине улăштарма вара чи малтанах пирĕн, аслисен, тĕслĕх кăтартмалла. Лайăх тĕслĕх. Çитменнине, паян çĕршывра сывă пурнăç йĕркине аталантарма пулăшакан тĕрлĕ проектсем, программăсем ĕçлеççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă наци проекчĕсем ку енĕпе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. «Спорт - пурнăç йĕрки» проект, ак, хамăр патра та аван пурнăçланать. Ун йĕркипе яллă вырăнсенче те ÿт-пĕве пиçĕхтерме спорт площадкисем нумай çĕкленчĕç, ăмăртусем чылай иртеççĕ»,- терĕ депутат.

Роман Юрьевич - ирĕклĕ кĕрешÿ тата регбол енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Унăн тепĕр ырă енĕ - спорта, вăл шутра - ача-пăча спортне те, аталантарас ĕçе тÿреммĕн тÿпе хывни, пур енлĕн пулăшма тăрăшни. Уйрăмах регбола çĕклесшĕн. Роман Алексеев - спортăн ку тĕсĕн республикăри федерацийĕн президенчĕ. Чăваш енре юлашки çулсенче вăл самаях аталаннă. Пирĕн команда Раççейри виçĕ вăйлă команда шутне кĕрет. «Малашлăхра округсенче те регбол вăй илĕ»,- пĕлтерчĕ вăл.

Роман Юрьевич - хăй ĕçĕнче те ăста специалист. Çакна хаçат ĕçченĕсем вăл хăй тимлекен предприяти çинчен мĕн тери кăсăклăхпа, юратса каласа панипе тÿрех ăнланса илчĕç. Вăл - Йĕпреç тăрăхĕнчи «Волжское перерабатывающее предприятие» тулли мар яваплă обществăн директорĕн заместителĕ. Производствăн кашни утăмне тарăннăн пĕлет, çавăнпах та вăл сыр, çу мĕнле «пиçсе» тухнине каласа панине итлеме пушшех те интереслĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хаçатçăсен ку предприятие кайса курас шухăш та çуралчĕ.

Сăмах май калас-тăк, сĕт-çу предприятийĕ тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттерме сахал мар пулăшу кÿрет. Унсăр пуçне, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем те вĕсен хавхалантарăвне туяççĕ.

Роман Алексеев депутат ĕçĕнче хастар пулнине вулакансем аван пĕлеççĕ. Вăл хамăр округра иртекен официаллă нумай мероприятие хутшăнать, ял çыннисемпе калаçма, вĕсен ыйтăвĕсене итлеме ÿркенмест, май çитнĕ таран пулăшма та тăрăшать.

Патшалăх Канашĕнче аграри, çутçанталăкпа усă курас тата экологи ыйтăвĕсемпе тимлекен комитет председателĕн заместителĕ. Социаллă политика, наци ыйтăвĕсен комитечĕн членĕ. Çамрăксен ыйтăвĕсемпе, «Единая Россия» партин проекчĕсене пурнăçлассипе тăрăшса тимлет.

Калаçу чăннипех те уççăн çыхăнчĕ. Хаçатçăсем панă ыйтусене депутат анлăн хуравларĕ.

Роман Юрьевич хăй тата аслă ĕçтешĕ Владимир Свешников ятĕнчен «Çĕнтерÿ çулĕн» коллективне профессири ăсталăхшăн, оперативлăхшăн тата тĕрĕслĕхшĕн тав турĕ, малашне те округ аталанăвне сумлă тÿпе хывма ăнăçу сунчĕ.

Ун саламĕ çумне округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Петров та хушăнчĕ. Вăл та хаçатçăсене пурнăçпа тан пыма сĕнчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика