Ĕçлĕ çÿревпе – кашни территори пайне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.01.2024, 09:46 Просмотров: 312

Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова ертÿçĕ пуканне йышăнсанах тăван тăрăхпа çывăхрах паллашма тĕллев лартрĕ. Чи малтанах вăл Малти Ишек территори пайне çитсе курчĕ.

Надежда Никандрована ку территори пайĕпе тĕплĕнрех паллаштарма Вячеслав Ластухин пуçлăх хаваспах килĕшрĕ. Малтанах вĕсем Малти Ишекри клубпа библиотека çурчĕсене, фельдшерпа акушер пунктне çитрĕç. Округ пуçлăхне кунта пурăнакансем валли мĕнлерех мероприятисем йĕркелени, вĕсене халăх мĕнлерех йышăнни, активлă хутшăнни интереслентерчĕ. Клуб тата библиотека ĕçченĕсем халăх валли Çĕнĕ çул уявĕсенче сахал мар интереслĕ программа йĕркелени пирки пĕлтерчĕç. Акă, аслисем тата ачасем валли дискотекăсем, вулав акцийĕсем, лотерея вылявĕсем иртнĕ. Ял çыннисем вĕсене активлă хутшăннă, уяв мероприятийĕсене хапăл тусах йышăннă.

Малти Ишек ялĕнче çавăн пекех ытти пĕлтерĕшлĕ социаллă объектсем те вырнаçнă: шкул, лавкка. Яллă вырăнта пурăнма условисем çителĕклĕ пулнине пĕлтерчĕ территори пайĕн пуçлăхĕ.

Çавăн пекех Надежда Никандрова Çăлкас Кăкшăм ялне те çитсе курчĕ. Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче кунта пĕлтерĕшлĕ объект - çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ - уçăлчĕ. Вăл «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пула çĕкленнĕ. Сала çыннисен медицина пулăшăвне пахалăхлă условисенче илме май пур.

Округ пуçлăхĕ Çавалкас тата Упнер тăрăхĕсене те çитрĕ. Çавалкас территори пайĕн пуçлăхĕ Ольга Углова ку тăрăхăн аталану шайĕ, малашнехи плансем пирки каласа кăтартрĕ. Округ депутачĕ Валерий Шумилов хăй ертсе пыракан Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе, аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Çавалкас ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕн, библиотекăн ĕç-хĕлĕпе те паллашрĕ пуçлăх, ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ.

Упнер ял территори пайĕн аталанăвĕ те кăсăклă пулчĕ. Геннадий Арбузов пуçлăх ку тăрăхра юлашки çулсенче пурнăçланнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял-саласене хăтлăх кĕртессипе, çулсене юсассипе мĕнле тимленипе паллаштарчĕ.

Хапăсри культура çурчĕн ĕç-хĕлне пултаруллă та маттур çынсем – Ольга тата Валерий Орловсем - йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсем килсен çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă тесен те йăнăш пулмĕ. Тĕрлĕрен мероприятисем, уявсем тăтăшах иртеççĕ, аслисемпе ачасем валли кружоксем ĕçлеççĕ. Валерий Орлов инструменталлă ушкăн йĕркеленĕ, ударлă инструмент пулсан тата аванрах пулнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл ачасене гитарăпа калама хаваспах вĕрентет. Округ пуçлăхĕ мăшăра ĕçре ăнăçу сунчĕ, халăхпа çапла тачă çыхăнса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ, тĕслĕхлĕ пулнине каларĕ.

Упнер ял территорийĕнче вырнаçнă, унччен шкул пулнă çурта та çитрĕ пуçлăх.

Надежда Никандрова Вăрманкас тата Калинино тăрăхĕсенче те пулчĕ. Ку территори пайĕсенче хăтлăх кĕртессипе мĕнлерех ĕçсем пурнăçланни, халăх активлăхĕ тĕп вырăна тухрĕ. Культура ĕçченĕсем ирттерекен мероприятисем пирки ыйтса пĕлчĕ.

Ĕçлĕ çÿревсем малалла та тăсăлĕç. Вĕсем çинчен хыпарласах тăрăпăр.

Елена АНИСИМОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика