Вăрнар артисчĕсем - Мускаври куравра!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2024, 09:49 Просмотров: 291

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Мускаври «Россия» куравра Чăваш ен площадкинче ку вăхăтра Культура министерствин кунĕсем пычĕç. Ун йĕркипе Вăрнар тăрăхĕнчи артистсем те ВДНХ-ра Мускавпа ун хăнисене чăваш юрри-кĕввипе савăнтарма пултарчĕç.

«Санар» фольклор коллективĕн пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Кирек хăш çĕрте те вĕсене çав тери хапăлласа йышăнаççĕ. Мускавра та çавăн пекех. Вĕсем пуçласа янă юрра итлеме, ташшине курма халăх йышлăн пухăннă. Вăрнарсем чăвашсен йăлисене те - Çăварнипе салтак ăсатнине - кăтартнă. Ку фрагментсем уйрăмах пурне те тыткăнланă.

Курма килнисене «Санар» артисчĕсем «Чăвашла ташлатпăр» флешмоба та йыхравланă. Никам та пĕр вырăнта тытăнса тăрайман, чăвашсен асамлă кĕвви урасене хăех ташлаттарнă.

Çавăн пекех Чăваш ен стенчĕн хăнисене вăрнарсенчен мастер-классем те кĕтнĕ. Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ Елена Есенцева, Хирпуçĕнчи маçтăрсем Алина Илларионовапа Надежда Михайлова, Çĕрпелти культура çурчĕн ĕçченĕ Надежда Ванюшина тĕрлеме, вĕт шăрçапа ĕçлеме, çăм арлама вĕрентнĕ.

Хăнасене чăваш халăх тумĕ те килĕшнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăрнарсем çи-пуç дефилине те ирттернĕ.

«Санар» ушкăн районти культура çурчĕн, ялсенчи клубсен ĕçченĕсене пĕрлештерет. Ертÿçи - Галина Васильевна Иванова.

- Мускаври чаплă курава кайма пирĕн артистсене суйласа илни питĕ савăнтарчĕ. Çакă вăрнарсем чăннипех те маттур, пултаруллă пулнине çирĕплетет. Куракансене савăнтарнипе пĕрлех эпир çĕршыв çитĕнĕвĕсемпе те килентĕмĕр, уйрăмах хамăр республикăпа мăнаçлантăмăр, - пĕлтерчĕ Централизациленĕ клуб системин директорĕ Светлана Журавлева.

Культура кунĕсем ВДНХ-ри куравра вырсарникунччен пычĕç. Паянтан пуçласа февралĕн 18-мĕшĕччен Чăваш ен стенчĕ Ял хуçалăх министерствин кунĕсене старт парать. Вăл #ЧувашияКормит брендпа иртет. Палăртмалла, курава «Вурнары Завод СОМ» тулли мар яваплă общество та хутшăнать.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика