Пурнăçламалли ĕçсем чылай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2024, 09:53 Просмотров: 278

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулталăк пуçламăшĕнче территори пайĕсенче отчетлă тĕлпулусем иртеççĕ. Округри пĕрремĕш пухусем çак эрнере Ярмушка, Мăн Турхан тата Уйкас Кипек территори пайĕсенче пулчĕç.

Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, пĕрремĕш заместителĕ-территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Сергей Петров Кушар Юнтапара тата Авшак Элменре пурăнакан çынсемпе тĕл пулнă.

Енĕшри культура çуртĕнче иртнĕ отчетлă пухăва Уйкас Кипек территори пайĕн ертÿçи Александр Петров, Вăрнар муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Мураткин, полицин «Вурнарский» пайĕн участокри уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Мартынова тата округ Пухăвĕн депутачĕ Вячеслав Алексеев хутшăнчĕç, халăх умĕнче тухса калаçрĕç.

Чи малтанах Александр Петров пуçтарăннисене 2023 çулта Уйкас Кипек территори пайĕнче пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вырăнта ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем сахал мар. «Луч» производство кооперативĕ ?ертÿçи Вячеслав Ижелеев%, Виталий Яковлев, Александр Яковлев тата Михаил Максимов фермер хуçалăхĕсем тыр-пул туса илессипе, сыснапа мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Юлашки 4 çулта территори пайĕ «Звезда» хуçалăхăн çĕр пайĕсене кадастр учетне илессипе, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе активлă тимлет. Халиччен çĕр пайĕсене тата пÿрт-çуртсене харпăрлăха регистрацилеменнисем те тимлĕхре.

Ял çыннисемшĕн актуаллă ыйтусенчен пĕри - территори пайĕнчи çулсене хĕллехи вăхăтра юртан пахалăхлă тасатса тăрасси. 2023 çулта ун валли 309389 тенкĕ тăкакланă. Кăçал юр нумай çунă пирки чăрмавсем пулнине палăртрĕ пай пуçлăхĕ. Территори пайĕнче пурăнакансем те çулсене вăхăтра тасатманнипе кăмăлсăррине пĕлтерчĕç.

Пĕлтĕр Енĕш салинчи Максим Горький урамĕнчи çулăн пĕр пайне 780000 тенкĕлĕх юсанă. Пуçаруллă бюджет программипе Услантăр Енĕшре хăтлăх кĕртес ĕçсене пурнăçланă. Кашни ялтах çÿп-çап пуçтармалли 20 вырăн уйăрнă, вĕсенче 38 евроконтейнер вырнаçтарнă. Хĕлле çÿп-çапа вăхăтра илсе тухассипе йывăрлăхсем сиксе тухни те ял çыннисене пăшăрхантарать.

Кăçал ку тăрăхра пурнăçламалли задачăсем пысăк. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - «Культура» наци проекчĕпе Уйкас Кипекре çĕнĕ культура çуртне хăпартасси. Çавăн пекех Енĕшри культура çурчĕ те юсавра çĕнелмелле. Проектпа килĕшÿллĕн кунта кивĕ чÿречесене улăштармалла, çуртăн фасадне тирпей-илем кĕртмелле. Почтăн çĕнĕ çуртне тăвасси те планра. Çавăн пекех Уйкас Кипекри Ленин тата Советски урамсенчи çулсен пĕр лаптăкне юсама палăртнă.

Пуçаруллă бюджет программипе пурнăçламалли ĕçсем те чылай. Енĕш салинчи Тĕп урамри пĕвене тасатмалла, Услантăр Енĕш ялĕнче икĕ хапха лартмалла тата Çĕн Сăрьелĕнчи Мир урамĕнчи çула юсамалла. Александр Васильевич ял халăхне патшалăх программисене малалла та хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Алексей Фирсов округри вĕрентÿ системипе паллаштарчĕ. Ялсенче ачасем сахал пирки шкулсем хупăнма пултарни çивĕч ыйтусенчен пĕри. Округра сахал комплектлă шкулсене реорганизацилес ĕç пынине пĕлтерчĕ. Патшалăх пулăшăвне илме май паракан программăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ Алексей Николаевич. Çывăх вăхăтра округра иртекен спорт тата ытти мероприятисене активлă хутшăнма чĕнчĕ вăл. Пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, кашнинех тимлĕхе илнине палăртрĕ.

Светлана Мартынова полици сотрудникĕ паян чи анлă сарăлнă преступленисем пирки каларĕ, телефон мушенникĕсенчен хÿтĕленмелли правилăсене ăнлантарчĕ. Хамăр округра ултавçăсен серепине çакланнă тĕслĕхсем пирки асăннă май, сыхлăха нихăçан та çухатма юраманнине асăрхаттарчĕ.

Анатолий Мураткин ял хуçалăхĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, уйрăм хуçалăхсенче çулсерен мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакса пынине палăртрĕ. Патшалăх енчен ял хуçалăхне аталантарма уйăракан субсидисем ялта пурăнакансемшĕн пысăк тĕрев пулнине пĕлтерчĕ.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика