Пулăшу ÿссех пырать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2024, 13:58 Просмотров: 83

Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансен ырă та пысăк чĕри пирки хаçатра та, социаллă сетьсенче те çутатсах тăратпăр. Вĕсем ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпах унта хутшăнакан хастар ентешсене пур енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ.

Округра Çĕнтерĕве тÿпе хывас текенсем кунран-кун хушăнсах пыраççĕ. Акă, шкулсем, культура çурчĕсем, социаллă ытти учрежденисем чылайăшĕ хăйсем патĕнче пулăшу центрĕсем йĕркелерĕç. Вĕсенче куллен салтаксем валли маскировка сеткисем хатĕрлеççĕ, окоп çуртисем ăсталаççĕ, нускисем çыхаççĕ, япаласем пуçтараççĕ.

Маскировка сеткисене паян вăрнарсем вунă ытла точкăра хатĕрлеççĕ. Çак кунсенче патриотла ку ĕçе Енĕш салинче те тытăнчĕç. Сетка çыхмалли станока ял хастарĕсем хăйсемех ăсталанă. Ăна культура çурчĕн залĕнче вырнаçтарнă.

Маттур хĕрарăмсем - Валентина Петрова, Надежда Шашкова, Ирина Иванова, Любовь Петрова, Любовь Нестерова, Татьяна Николаева, Алина Андреева, Карина Иванова, Аля Игнатьева, Елена Иванова, Екатерина Игнатьева - туслăн ĕçе пикенчĕç. Арçынсем те ÿркенсе тăмарĕç, ентешĕсен пурнăçĕшĕн хăйсен тÿпине хывас терĕç: Юрий Андреев, Андрей Нестеров, Вячеслав Мнухин, Валерий Андреев. Çак кунсенче кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлакансен йышĕ татах та ÿснĕ.

Ĕç ÿсĕнсе пыни, сеткăн клеткисем «тулса та тулса» пыни енĕшсен чунне хăпартлантарчĕ. Аллисем вылянă май, вĕсем çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме тăнă хăйсен ентешĕсене мухтанса аса илчĕç, «вĕсем каялла Çĕнтерÿпе таврăнччăрех» тесе кĕл турĕç. Хăйсен ĕçĕ хĕрÿ вырăнта пурнăçсене çăласса чунтан шаннине палăртрĕç.

Сетка çыхакансем - тĕрлĕ ÿсĕмрисем. Çамрăксем те, аслăраххисем те тăрăшсах тимлеççĕ. Пĕрисем лентăсене кирлĕ виçепе касаççĕ, ыттисем станок умĕнче тимлеççĕ.

Ял çыннин кил хуçалăхра та ĕç нумай, апла пулин те енĕшсем малашнехи кунсенче те çĕнтерÿллĕ ĕçе хутшăнасса пĕлтерчĕç, хăш вăхăтра тухассине те сÿтсе яврĕç.

Ытти точкăсенче те ĕç вĕрет. Хастар хĕрарăмсем çĕршывăн маттур ывăлĕсемшĕн вăй-хăватне, вăхăтне шеллемеççĕ. Маскировка сетки çар çыннисемшĕн каскăпа бронежилет пекех пĕлтерĕшлине аван ăнланаççĕ вăрнарсем.

Салтаксене пулăшни Çĕнтерĕве çывхартать.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика