Сÿтсе явмалли чылай

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2024, 13:58 Просмотров: 115

Юнкун кăнтăрла тĕлне Туçи Çармăс клубĕнче халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Кунта Кĕçĕн Кипек территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Волков иртнĕ çула пĕтĕмлетекен докладпа тухрĕ. Тĕлпулу хĕрÿ, çынсен пурнăç пахалăхне тивекен ыйтусене çивĕч сÿтсе явнипе иртрĕ.

Кунта пурăнакансемшĕн тăван тăрăх шăпи-аталанăвĕ чăннипех ют марри сисĕнет. Хăшпĕр çĕрте тĕлпулусене çынсем шутлă кăна килкелени те пулать-тĕк, кунта чылайăшĕ çитме тăрăшни курăнчĕ. Вĕсем калаçăва «чĕррĕн» хутшăнчĕç: хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене пурин тимлĕхне кăларчĕç, лару-тăрăва лайăхлатма пултаракан сĕнÿсем пачĕç.

Пĕлетпĕр, юлашки çулсенче ялсенчи инфраструктура çĕнетĕвĕнче наци проекчĕсен программисен пулăшăвĕ, çавăн пекех пуçаруллă бюджет программин тÿпи пысăк. Кĕçĕн Кипекри территори пайĕнче те хăтлăх кĕртессипе тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçланнă ун майĕпе.

Пĕлтĕр, акă, пĕрлехи вăйпа Туçи Çармăсра Иван Хрисанович Курбатов ячĕллĕ Астăвăм скверне хăтлăлатма пултарнă. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект - Кивĕ Шуртанти Комсомольски урамĕнчи çул юсавĕ.

Çулсене вĕтĕ чул сарса хытă сийпе витме çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе те усă курнă. Ун майĕпе, сăмахран, Тимĕрçкассинче тата Пăваялĕнче çул пайĕсене çĕнетнĕ. Кăçал та таврари çул-йĕре йĕркене кĕртессипе, ялсенчи инфраструктурăна тивĕçлĕ тытса тăрассипе малалла ĕçлеме палăртнине пĕлтерчĕ ертÿçĕ.

Территори пайĕсенче курăмлă ĕçсене пурнăçа кĕртме май паракан тепĕр çĕнĕлĕх вăй илет халĕ. Сăмах ТОС-сем пирки пырать. Обществăлла хăйтытăмлăхăн ку тĕсне пĕр-пĕр территорире пурăнакансем пĕрлешме пултараççĕ. Вăл вара çăмăллăхлă программăсене хутшăнма, палăртнă проектсене ĕçе кĕртме грантсене çĕнсе илме пултарать. Çакăн пирки те шухăшласа пăхма, ку ыйтăва уйрăммăн сÿтсе явма сĕнчĕ Сергей Калистратович.

Татса памалли ыйтусем вара, ытти çĕрти пекех, сахал мар. Акă, ял çыннисене пĕвене йĕркене кĕртмелли пăшăрхантарать. «Инкек тем тухсан, шывне ăçтан илĕпĕр/ Вуншар çул каялла тунăскер, тахçанах тĕплĕ юсав ыйтать. Тен, каллех пуçаруллă бюджет программине кĕме тăрăшса пăхмалла/» - терĕç пĕри те тепри. Пĕвене маларахах Çутçанталăк министерствин программипе хăтлăлатма палăртнине каларĕ Сергей Калистратович. Анчах ĕлкĕреймен-мĕн, ку пулăшу мерин ĕçне чарса лартнă. Апла пулин те юсав ĕçне ирттерме майсем тупассине тимлĕхрех тытма шантарчĕ территори пайĕн пуçлăхĕ. Ялшăн кирлĕ ĕçсене пĕрле йĕркелеме, ертÿçĕне пулăшса пыма вырăнсенче активистсен ушкăнĕсем кирлине те каларĕç пурте.

Сÿтсе явмалли халăхăн чăнах та нумай. Туçи-çармăссем, акă, арендăри çĕрсене регистрацилесси, çул хĕррисемпе йывăç-тĕм лартса хăварасси, çулсене хĕлле те, çулла та пахалăхлă пăхса тăрасси тата ытти пирки те интересленчĕç.

Ял çыннисен ыйтăвĕсене, отчетлă пухăва хутшăннă май, Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Виталий Белов та хуравларĕ. Тĕлпулура çĕкленĕ шухăш-сĕнÿсене округ енчен тимлĕхе илессине пĕлтерчĕ. Чăрмав кÿрекен е хăрушлăх кăларакан йывăçсене касасси пирки ыйту пулнă май, ку ĕçĕн те хăйĕн йĕрки пуррине палăртрĕ вăл. Пурте усă куракан, обществăлла вырăнсенче, акă, йывăçсене хăтлăх кĕртмелле кăна, тымартан касма юрамасть. Пĕлтĕрхи пăрлă çумăрсем кăтартрĕç ĕнтĕ: электролини таврашĕнчи çÿллĕ йывăçсем - пысăк чăрмав, аварисен сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Çакна татса парассипе те тимлеççĕ.

Калинино еннелле каякан аслă çул тата хăçан тÿрĕ те яка пулĕ-ши/ Çакă та кăсăклантарчĕ тĕлпулăва пухăннисене. Пурте пĕлетпĕр, ку çул миçе çул ĕнтĕ проблемăллă. Подрядчиксем явапсăр лекнине пула халĕ те судра тишкерÿсем пыраççĕ-мĕн. Республика енчен вăл асăрхаврах пулнине, проекта хатĕрлессине вĕçлесен çула тĕппипех çĕнетме палăртнине каларĕ Виталий Анатольевич.

Çавăн пекех ялта Интернет-çыхăну япăххи пăшăрхантарать нумайăшне. Хальхи вăхăтра унсăр питĕ кансĕр - тивĕçтерÿсене те электронлă мелпе илмелле, тухтăр патне çырăнмалла тата аякри тăван-пĕлĕшпе те çыхăну интернет урлă... Ку ыйтăва та тимлĕхе илчĕ округ представителĕ. Унсăр пуçне, çулсем хĕрринче лесопосадкăсем лартмалли, килсĕр-хуçасăр йытăсене тытмалли, гидротехника сооруженийĕсене юсама проект хатĕрлеме патшалăх пулăшăвне тивĕçмелли тата ытти енĕпе йĕркене ăнлантарчĕ.

Çавăн пекех тĕлпулăва килнисене округăн Обществăлла палатин представителĕ Ирина Кошкина пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ, йĕркелĕх тата пушар хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем сыхлăх мерисем пирки асăрхаттарчĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика