Çамрăксем – хуланалла, яла камăн упрамалла?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2024, 14:05 Просмотров: 80

Йăлана кĕнĕ пĕрлехи информаци кунĕ Вăрнар округĕнче те иртрĕ. Халăхпа тĕлпулусем Çĕрпел, Мăн Турхан, Ярмушка территори пайĕсенче пулчĕç.

Хальхинче калаçу Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çыру тата яллă тăрăхсен аталанăвĕ тавра пулчĕ. Раççей Президенчĕн суйлавĕ пирки те калаçрĕç.

Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Чăваш Республикинчи этем прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăйĕн аппарачĕн пуçлăхĕ Елена Кузьмина ертсе пыракан ушкăн Мăн Турхан тата Авшак Элмен ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.

Надежда Никандрова Патшалăх Канашĕн Чăваш ен Пуçлăхĕ ертсе пыракан правительство ĕçне лайăх хак пачĕ. Чылай сферăра кăтартусем курăмлă. Надежда Валериановна пуш уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Раççей Президенчĕн суйлавĕнче темиçе меслетпе сасăлама май пуррине асилтерчĕ. Пуринчен ансатраххи - дистанцилле электронлă сасăлав.

Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сÿтсе явнă хыççăн Мăн Турхан территори пайĕн пуçлăхĕ Олег Григорьев ял çыннисем умĕнче отчетлă доклад туса пачĕ. Вăл иртнĕ çул мĕн-мĕн туни çинчен каласа кăтартрĕ. Пуçаруллă бюджет программине пурнăçа кĕртессипе епле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр Мăн Турхан территори пайĕнчи çул-йĕре юсама тата тытса тăма виçĕ миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Кăмашри Торговая урамри 450 метр çула такăрлатнă. Калăпăшлă ĕçе 1 566 025 тенкĕлĕх пурнăçланă. Чăрăшкас Мăратри Кульцав урамĕнче те çула йĕркене кĕртнĕ.

Иртнĕ çул хĕллехи вăхăтра урамсене юртан тасатас ĕç йĕркеллĕ пурнăçланнă-тăк, халĕ вара çăхавсем те пулнă. Çапах та Мăн Турхан территори пайĕн администрацийĕ утма çулсене юртан вăхăтра хырассине тимлĕхрех тытма тăрăшать.

Палăртмалла, ку тăрăхра та ытти çĕртри пекех халăх йышĕ чакни хытах пăшăрхантарать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчи кăтартусем тăрăх, Мăн Турхан территори пайĕнчи 625 хуçалăхран 352-шĕнче кăна çынсем пурăнаççĕ. Пĕлтĕр 25 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, 6 пепке анчах çут тĕнчене килнĕ.

Округĕпе илсен те цифрăсем савăнтармаççĕ. Акă, Вăрнар тăрăхĕнче 2010 çулта 35850 çын пурăннă-тăк, пĕлтĕр 28773-ĕн кăна пулни паллă. 13 çул хушшинче 7077 ? !% çын чакнă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хула ытларах илĕртет. Унти пурнăç та хăтлăрах ара. Ашшĕ-амăшĕ те ачисем хуларах тĕпленччĕр, ытлă-çитлĕ пурăнччăр тесе тăрăшать. Тивĕçлĕ канура пулин те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать, кредит тÿлесе татма пулăшать. Çав вăхăтрах хăшпĕрисем пухусенче час-часах ыйту хыççăн ыйту çĕклеççĕ. Ял лавккинче, медпунктра, ял хуçалăх, промышленность организацийĕсенче ĕçлекенсем çитменнипе тата ыттипе те кăмăлсăр. Чылайăшĕ хăйĕн ачисем хуларах тĕпленччĕр тесе тăрăшать пулсан ялти ырă улшăнусене епле кĕтсе илмелле-ха/ Камăн ачи килсе ĕçлессе шанатпăр-ха/! Ял малашлăхĕпе çыхăннă ыйту çивĕч. Çав вăхăтрах ырă тĕслĕхсем те çук мар. Хулара вĕренсе диплом илнĕ хыççăн яллă тăрăхра тĕпленекен çамрăксем те пур. Ачапча çуратса тăван яла юратма, чăваш йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентеççĕ.

Олег Григорьев кăçалхи планпа та паллаштарчĕ. Мăн Турхан территори пайĕн администрацийĕнче, Кăмашри клубра юсав ĕçĕсем ирттермелле. Элмен Сунарти, Иртеменкассинчи урамсенчи çулсене йĕркене кĕртмелле. Планра ытти ĕç те пур. Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова патшалăх программисем проектсене пурнăçлама пулăшнине палăртрĕ. Ырă пуçарусене хутшăнакансене тав сăмахĕ каларĕ. Хастар çынсем ял малашлăхĕ пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Пухăва килнисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултарчĕç. Элмен-сунарсене çĕнĕ медпункт строительстви кăсăклантарать. Çÿп-çап площадкисене тасалăхра тытасси, хуçасăр йытăсем чупса çÿрени пирки те калаçрĕç.

Профилактика ĕçне вăйлатни те питех кирлĕ. Пухăва хутшăннисене сыхлăх пирки асилтерчĕç. Акă, республикăра пурăнакансене пĕлтĕр ултавçăсем хытах тустарнă. Пухнă укçисĕр хăварнă. Вăрнарсем те шар курнă. Тимлĕ, асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика