Ачасен воспитанийĕн ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2024, 14:32 Просмотров: 366

Полицин «Вурнарский» пайĕ çумĕнчи Обществăлла канаш хастар ĕçлет. Çакна патриотлăх юхăмне аталантарас тата профилактика тĕллевлĕ чылай мероприяти ирттернинчен те куратпăр. Йĕрке хуралçисене киревсĕр ĕçсене асăрхаттарма, халăх хушшинче саккунлăха ăнлантарма, ачасене усал пулăмсенчен хÿтĕлеме пулăшассипе те нумай тăрăшаççĕ вĕсем.

Ку тĕллевсене пурнăçлассипе пĕлтĕр мĕнле тимленине Обществăлла канаш членĕсем иртнĕ эрнере пухăнса сÿтсе явнă. Пĕтĕмлетÿллĕ тĕлпулăва «Вурнарский» пайăн подразделенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Руслан Минуллин ертÿçĕ, акă, полици сотрудникĕсем саккунлăха тивĕçтерессипе тата йĕркелĕхпе асăрхаттарассипе пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Преступленисене уçса парассипе, уголовлă ĕçсене тишкерессипе тата ытти енĕпе мĕнле ÿсĕмсем пур - çакăн пирки унăн заместителĕсем Иван Квасов тата Сергей Степанов уйрăммăн пĕлтернĕ.

Полици пайĕ çумĕнчи Обществăлла канаш çамрăксемпе ĕçлессине пуринчен ытла мала кăларать. Çав шутра «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен патриотла воспитанийĕ» проекчĕн задачисене пурнăçлассине те.

Хальхинче те, акă, канашăн председателĕ Юрий Никифоров полици сотрудникĕсем ачасене воспитани парас ĕçе обществăлла майпа хутшăнасси пирки ыйту çĕкленĕ. Вĕрентекенсем те ку шухăша ырлаççĕ - маларах ăна округри педагогика ĕçĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕнче те ?ертÿçи - Ю.Никифоров% сÿтсе явнă.

Пуçарăва ĕçе кĕртме усăллă сĕнÿсем пулнă ларура. Чи малтанах - вĕренÿ учрежденийĕсенче çамрăк правоведсен отрячĕсене туса хурасси пирки. Вĕсен штабне те йĕркелес тенĕ, ертÿçине полици пайĕн пуçлăхĕн заместительне Лилия Забирована суйланă. Унсăр пуçне, ачасемпе заняти-мероприятисене пĕрле ирттерме прокуратура ĕçченĕсем, суд приставĕсем хутшăнсан усăллăрах пулмаллине каланă.

Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте те вĕренекенсемпе тĕл пулма, вĕсемпе ăс-хакăл хаклăхĕсем çинчен калаçма яланах хатĕррине пĕлтернĕ.

Çамрăксене асăрхаврах тытма ашшĕ-амăшĕн патрулĕсен пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Вĕсене йĕркелес ыйтăва округри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Эдуард Орешкин хускатнă. Çавăн пекех ывăлĕ-хĕрĕсемпе культура учрежденийĕсене çÿрекен ашшĕсене мероприятисене тÿлевсĕр кĕртесси пирки те калаçнă ларура. Ку сĕнÿпе культура учрежденийĕсене тухма йышăннă.

- Çакă ашшĕсене пушă вăхăта ытларах ачасемпе ирттерме, вĕсен интересĕсемпе кăсăкланма хавхалантарма кирлĕ. Мĕншĕн тесен ача-пăчапа çамрăксен воспитанийĕнче ашшĕсен вырăнĕ те амăшĕсенни пекех пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ Обществăлла канаш председателĕ Юрий Никифоров.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика