Кăçал «Август» компа- ни çамрăксене пат-риотла воспитани парас, Тăван çĕршывăн пуян историйĕпе тата культурипе паллаштарас тĕл-левпе масштаблă проект пурнăçлать. Унпа килĕ-шÿллĕн округри вĕренÿре, спортра, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă 40 шкул ачи Мускавра 3 кунлăх инте-реслĕ çулçÿревре пулнă. «Август» Фирма Мускавра ача-пăча экскурсийĕсем ирттерекен компанипе пĕрле вĕсем валли питĕ кăсăклă программа йĕркеленĕ.
Пĕрремĕш кунне ачасем тĕп хулари паллă вырăнсемпе тата вĕсемпе çыхăннă историлле событисемпе паллашнă: Мускав-Сити архитектура комплексне, Воробьевсен тăвĕсем çине, вырăс православи чиркĕвĕн кафедраллă соборне çитсе курнă, М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн мăнаçлă çуртне курса киленнĕ. Çак кунах вĕсем планетаринче пулнă, Урани музейĕн экспозицийĕсемпе паллашнă, Пысăк Çăлтăрсен залĕнче купол айĕнче космос пирки интереслĕ фильм пăхнă.
Тепĕр кунне Вăрнар ачисем Зарядье паркне çитнĕ, «вĕçекен» кĕпер çинче пулнă. Унти медиацентрта «Раççей. Виртуаллă çулçÿрев» фильм пăхнă вăхăтра çĕршыври тĕлĕнмелле хитре вырăнсене «çитсе курнă». Хĕрлĕ площадьре шкул ачисем Спасс башни çинчи курантсем çапнине итленĕ. Экскурсин тепĕр пайĕ ВДНХ-ра иртнĕ. «Космос» павильонра шкул ачисем сайра тĕл пулакан вĕçев тата космос техникипе паллашнă.
Çулçÿревĕн виççĕмĕш кунĕ те ачасемшĕн питĕ кăсăклă иртнĕ. Кремль территорийĕнче экскурсоводсем Собор площачĕн архитектура ансамблĕсен, Тупă-патша тата Чан-патша палăксен историйĕсем çинчен каласа кăтартнă. Успени соборĕнче вĕренекенсем Раççейри чи авалхи турăшсене курнă, Хĕç-пăшал палатинче патшасен тумтирне, вăл вăхăтри хĕç-пăшала, ылтăнран, кĕмĕлтен ăсталанă хатĕрсене пăхнă.
Мускаври юлашки экскурси ВДНХ-ра иртнĕ. «Первые в России - стране возможностей» интерактивлă уçлăх, «Раççей» курав шкул ачисен кăмăлне кайнă. Вĕсем Раççей регионĕсен тата Чăваш Республикин экспозицийĕсене çитсе паллашнă.
«Август» компани тĕрлĕ экскурсисем йĕркеленипе пĕрлех ачасене Мускав варринчи хăтлă хăна çуртĕнче вырнаçтарса пахалăхлă апатпа тивĕçтернĕ.
Киле таврăнас умĕн ачасем Çĕнĕ Черноголовка хулинчи «Август» компани 2022 çулта çĕнĕ технологисемпе усă курса çĕкленĕ шкула çитсе курнă. Кунта вĕренекенсен пултарулăхне уçса аталантарма пĕтĕм услови пур. Çавăн пекех «Августăн» Черноголовка хулинчи наукăпа тĕпчев центрне хăпартнă çĕрте пулнă. Кунта ÿсентăрана хÿтĕлемелли инновацилле препаратсене туса кăларассипе ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттерĕç.
Хăпартлануллă кăмăлпа таврăннă Вăрнара ачасем, Мускавра çакăн пек интереслĕ экскурси йĕркеленĕшĕн чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ. Вĕсемшĕн курмалли, пĕлмелли, асра юлмалли чылай пулнă. Çак çулçÿрев нумайăшне çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем палăртма, вĕсене пурнăçлама пысăк хавхалану кÿрĕ.
Оксана СЕМЕНОВА
Ноябрь 2024 |