Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2024, 14:44 Просмотров: 506

Шупашкарта, Культура ĕçченĕн кунне халал-ланă уявра, художниксене, актерсене, режиссерсене, культура çурчĕсен, архивсен, библиотекăсен ĕçченĕсене Чăваш ен культура тата финанс министрĕсем Светлана Каликова, Михаил Ноздряков, Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов саламланă.

Отрасльте чи лайăх кăтартусемпе палăрнисем патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă, çак кун сцена çине хăпаракансен шутĕнче пирĕн ентеш - Çĕньял Хапăсри библиотекăра вăй хуракан Светлана Антонова та пулнă. Вăл яллă тăрăхра вырнаçнă культура учрежденийĕсен республика конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ, «Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Уяв каçĕнче ăна 85 пин тенкĕлĕх сертификат парса чысланă.

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă пултаруллă та маттур специалист Çĕньял Хапăсри библиотекăра 25 çул тÿрĕ кăмăлпа тимлет.

- Эпĕ хамăн ĕçе юрататăп, вулама кăмăллатăп. Культура отраслĕнче ялти библиотекăсене те тимлĕхре тытни савăнтарать. Пирĕн библиотекăна çĕнĕ сĕтел-пуканпа, кĕнеке çÿлĕкĕсемпе, компьютерпа, принтерпа тивĕçтерчĕç. Çакă малалла та хастарлăха чакармасăр лайăхрах та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать, - пĕлтернĕ Светлана Антонова.

Çĕньял Хапăсри библиотекăра вулакансем кашни уяв, паллă дата тĕлне йĕркеленĕ интереслĕ мероприятисене, викторинăсене, куравсене хутшăнма пултараççĕ. Уйрăмах шкул ачисем Светлана Витальевна пулăшнипе тĕрлĕрен акцисемпе конкурссенче хастарлăхпа палăраççĕ. Ял территорийĕнче, округра, республикăра иртекен мероприятисене те активлă хутшăнать Светлана Антонова. Ялта культура вучахне сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçре унăн тÿпи курăмлă.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика