Çурхи кун - çулталăклăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.04.2024, 14:46 Просмотров: 421

Çанталăк ăшăтсах пырать. Çурхи ака-суха ĕçĕсем те çывхараççĕ. Округ администрацийĕнче агроинженери кон-ференцийĕ иртнĕ.

Мероприятие Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова уçнă. Çуракинче пур тытăмри хуçалăхсен те яваплăха туйса тăрăшмаллине палăртнă. Тĕплĕн хатĕрленсе ĕçсене пурнăçласан кĕрхи пÿлмесем уй-хир продукцийĕпе тулли пулĕç.

Ĕç калăпăшĕ сахал мар. Кăçал акмалли мĕнпур лаптăк 29155,3 гектар йышăнмалла ?пĕлтĕр 30776,5 га пулнă%. Тĕштырăсем, çуртрисем, 16831,7 гектара çити сарăлĕç. Кĕр тыррисене иртнĕ çул 5754,4 га акнă. Кукуруза - пысăк тухăçлă культура. «Уй-хир пики» валли те лаптăк уйăрĕç. 1964 гектартан 200-шĕнче тĕшĕлĕх кукуруза çитĕнĕ. Выльăх апачĕлĕх культурăсем 9163,6 га йышăнĕç.

«Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ юлашки виçĕ çулта чакса пырать, мĕншĕн тесен уй-хир продукцийĕн хакĕ пĕчĕк, çĕрулмине туса илме вара чылай хаклăрах. Ăна туянакан та сахалтарах. Кăçал аграрисем çĕрулмине 202,7 гектар лартма палăртнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ аграрисем умне пысăк тĕллевсем лартнă: «симĕс ылтăн» чапне ÿстермелле, хăмла пахчисен лаптăкне пысăклатмалла. Вăрнар округĕнче «Агрохмель» агрофирмăра хăмла çитĕнтерессипе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Çак культура 22 гектар йышăнать, çимĕç паракан лаптăк - 18 га. Пĕлтĕр 31,5 тонна пухса кĕртнĕ, тухăç - 17,5 центнер.

Пусă çаврăнăшĕнче ытти культура та пур. Рапс, горчица, çуллă çарăк, хуратул, йĕтĕн уйĕсем çултан-çул талккишпех сарăлса выртаççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, техника культурисем тупăш кÿнĕрен вĕсене ытларах акса туса илеççĕ. Çапла вара кăçал лаптăк 2514,6 га пулĕ.

Тухăç мĕн акнинчен нумай килет. Конференцире вăрлăх пахалăхĕ мĕнле шайра пулнине тишкернĕ. Тырра кĕлетсене кĕркуннех тасатса-типĕтсе кĕртсен тĕрлĕ чир-чĕр ерес хăрушлăх чакать. Çулсеренех аграри предприятийĕсем вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Тĕрĕслемен ял хуçалăх культурине акни пирĕн тăрăха карантинри хурт-кăпшанка тата ÿсентăрана кĕртесси патне илсе çитерет. Ял хуçалăх отрасльне сулмаклă утăмсемпе аталанма чăрмантарать. Урăх хуçалăхсенчен тата округсенчен кÿрсе килнĕ чухне сортпа ака пахалăхне çирĕплетекен документсем пур вăрлăха кăна туянма сĕннĕ.

Çураки ирттерме минерал удобренийĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ-и, техника юсавлă-и/ Ку йышши пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те çутатнă.

Конференцире Игорь Симунов, «Татнефть - АЗС Центр» обществăн Чăваш енри филиалĕн пуçлăхĕн çумĕ, дизтопливăна йÿнĕрех хакпа тивĕçтересси пирки тухса калаçнă. Раççей ял хуçалăх банкĕн представителĕ Елена Сорокина ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене кредит уйăрмалли йĕркесемпе паллаштарнă.

Ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Мураткин çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме суннă, ĕç сыхлавĕн правилисене çирĕп уямаллине палăртнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика