Çĕршыв чиккисене хÿтĕлесси çар çыннисемшĕн яланах уйрăм чыс тата хисеп пулнă. Ку çар тĕсĕсене лекме тивĕçнĕ салтаксем хăйсен умĕнчи яваплăха çирĕп туйнă, çакăнпа мăнаçланнă. «Симĕс фуражкăсем» - çапла хисеплесе чĕнеççĕ Раççей пограничникĕсене, вĕсем тĕнчери чи вăрăм, 60 пин ытла километра тăсăлакан, чикĕсен хуралĕнче тăраççĕ. Хăюллă та маттур, нимĕнле йывăрлăх умĕнче парăнман çак хастарсем - хальхи хÿтĕлевçĕсем те, ветерансем те - май уйăхĕн 28-мĕшĕнче хăйсен çар уявне паллă турĕç.
Вăрнарти ветеран-пограничниксем, акă, питĕ хастар. Хăй вăхăтĕнче çĕршыв чиккисен хуралĕнче пулнă ентешсем çирĕп те туслă пĕрлĕх йĕркеленĕ. Обществăлла ĕçре питĕ активлă вĕсем: хăйсен вăйĕпе тĕрлĕ ялсенче астăвăм палăкĕсем уçаççĕ, çамрăксене патриотизм сĕмĕпе воспитани парассине пысăк тÿпе хываççĕ.
Пограничниксен «Щит Родины» пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕренпе вара 25 çул çитнĕ. Çавăнпа та ку сумлă датăна тата çар професси уявне пĕрлештерсе иртрĕ кăçал Вăрнарта Пограничниксен кунĕ.
Уяв мероприятийĕсем запасри пограничниксен ушкăнĕн торжествăлла маршĕпе пуçланчĕç. Симĕс фуражкăллă хастарсем, çарти пекех, тип-тикĕс те çирĕп утăмпа, мухтавлă «Катюша» юрра янратса Вăрнар урамĕсемпе утса тухрĕç. Астăвăм скверĕнче митинга уçнă май, чикĕ хуралçисене Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов саламларĕ. Паянхи уяв ретĕнче тăракансене вăл пограничниксен ятне çÿлте тытнăшăн, çар йăлисемпе хаклăхĕсене упраса çамрăк ăрăва вĕрентсе пынăшăн, патриотсене ÿстерме пулăшнăшăн тав турĕ. Обществăлла ĕçре чи активлисене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Ырă салам сăмахĕсем ытти çарпа патриотла организацисен представителĕсенчен те янăрарĕç. Вĕсем ветеран-пограничниксене малашне те хастарлăха чакармасăр яланах малта пулма, округ ăнăçлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ шухăш-тĕллевсене пурнăçа кĕртме сунчĕç.
Чикĕ хуралçисем унчченхи ăрусен çарти паттăрлăхĕпе тивĕçĕсене те манмаççĕ, асра тытса сума сăваççĕ. Уяв митингĕнче те вĕсем скверти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕсене халалланă тата служба тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене хунă пограничниксен ячĕпе лартнă палăксен умне, чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи мемориал патĕнче чечексем хучĕç.
Кăçалхи уяв тепĕр паллă пулăмпа асра юлĕ. Поселокра торжествăлла лару-тăрура çĕнĕ мемориал уçăлчĕ. Ăна мĕнпур ăрури пограничниксене халалласа-мухтаса çĕкленĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2024 |