Профессире - чи маттурри

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2024, 14:08 Просмотров: 171

Чăваш енре чи ăста та профес- сионаллă вăрман инспекторĕ ăçта ĕçлет тетĕр-и/ Вăрнар тăрăхĕнче. Вăл - Иван Кадыков, «Вăрман хуралĕ» учрежденин Вăрнар лесничествипе тимлекен патшалăх инспекторĕ. Сумлă ята вăл вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен республикăри конкурсĕнче çĕнтерсе тивĕçнĕ.

Ăмăрту кăçал кÿршĕри Йĕпреç округĕнче иртнĕ. Вăл вăрман работникĕсен пысăк профессионализмне кăтартнă. Тĕп конкурс пуçланиччен, акă, малтан участниксем хăйсем пĕлтĕр тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта туса ирттернĕ ĕçпе паллаштарнă. Экологи культурин çулталăкĕнче ĕç-хĕлти тĕп направлени халăхăн ?çав шутра - ачасен% экологи пĕлĕвне ÿстересси, çутçанталăкпа перекетлĕ усă курма вĕрентесси пулнине палăртнă кашниех.

Конкурсăн теори пайĕнче вара участниксем ?пĕтĕмпе вĕсем 12-ĕн пулнă% вăрман саккунĕсене пĕлнине тĕрĕсленĕ: инспекторсем 50 минутра 50 тест ыйтăвне хуравланă.

Ăмăртăвăн практика пайĕ уйрăмах интереслĕ. Заданисем пĕтĕмпех ĕç хăнăхăвĕсемпе çыхăннă. Сăмахран, йывăç хатĕрлеме панă делянкăсене мĕнпур требованисемпе нормативсемпе килĕшÿллĕн йышăнасси. Е тата - CPS-навигаторпа тĕрĕслев точкисене тупса вăрман фондне кÿнĕ сиен виçине палăртасси.

Мĕнпур тĕрĕслевсем витĕр пуринчен маттур тухса ĕнтĕ Иван Кадыков çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Кубокпа дипломсăр пуçне ăна тĕп призпа - бензопăчкăпа - чысланă.

Калас пулать, Иван Кадыков патшалăх инспекторĕ округра экологи пĕлĕвне сарассипе, çутçанталăка сиен кÿрессине асăрхаттарассипе чăнах та нумай тимлет. Ку çивĕч темăсене хускатса вăл район хаçатĕнче те тăтăшах профилактика материалĕсем пичетлет. Ăна професси ĕç-хĕлĕнче малашне те пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика