Икĕ номинацире - вăрнарсем çĕнтерÿçĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2024, 14:08 Просмотров: 165

Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем хушшинче «Çулталăк предпринимателĕ-2023» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Ăна предпринимательствăри чи лайăх практикăсене сарас, ăнăçлă ĕçлекен усламçăсене палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурс комиссийĕ çĕнтерÿçĕсене вунпĕр номинацире палăртнă. Питĕ кăмăллă - ку йышра пирĕн ентеш те пур. Вăрнарта пурăнакан Лилия Илюткина «Самозанятый года» номинацире мала тухнă. Маттур çамрăк хĕрарăм тутлă тортсем пĕçерет.

Çак кунсенче республикăри «Çулталăк экспортерĕ» конкурс çĕнтерÿçисене те пĕтĕмлетнĕ. Унта регионти 146 пĕчĕк тата вăтам предприяти заявка тăратнă, 68 организаци мала тухассишĕн кĕрешнĕ.

Çĕнтерÿçĕсем - ултă номинацире. Вăрнарсем ку конкурсра та çĕнтерни савăнтарать. «Агрохмель» тулли мар яваплă общество «Агропромышленность комплексĕн сферинчи çулталăк экспортерĕ» пулса тăнă. Пĕлтĕр ку ял хуçалăх предприятийĕ тулă тата урпа вăрлăхне, çавăн пекех çимелли çĕрулмие Таджикистана 3,8 млн тенкĕлĕх ăсатнă. Хуçалăх патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕн усă курать.

Çĕнтерÿçĕ дипломĕпе «Агрохмель» ертÿçине Алексей Семенова Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чысланă.

Саламлатпăр!

Каламалла: «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство» наци проекчĕ çынсене, организацисене тĕрлĕ енлĕ аталанма çул уçать.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика