Тĕпре - ял çамрăкĕсен ыйтăвĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2024, 14:09 Просмотров: 148

Республикăн чи хастар çамрă-кĕсем канмалли кунсенче Тăвай районĕнче иртнĕ «Ялта чи лайăххи» агрослета пуçтарăннă. Влаç тата бизнес представителĕсем, обществăлла организаци хастарĕсем, депутатсем, тĕрлĕ професси ĕçченĕсем - мероприятие 1500 ытла çын хутшăннă.

Кашни муниципалитет хăйĕн культурипе, йăлипе, ял хуçалăхĕнчи чи лайăх практикипе паллаштарнă. Вăрнар округĕн площадки те хăнасене тыткăнланă. Пĕрлехи команда йышĕнче - вырăнти влаç представителĕсем, медицина ĕçченĕсем, студентсем, культура ĕçченĕсем.

Агрослет тĕрлĕ мероприятипе асра юлнă: çавра сĕтелсем, мастер-классем, спорт тата культура программи. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ял çамрăкĕсемпе агротуризм, кадрсене яла илĕртес, патшалăх службин ĕçĕ-хĕлĕн темисене сÿтсе явнă. Профильлĕ çулталăкра телейлĕ çемье тата экокультура пирки калаçнă.

Ĕç тăвакан влаç тата муниципалитетсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ уçă дискуссире кирлĕ задачăсем лартнă. Бюрократирен хăтăлас, ял çыннисен проблемисене тимлĕхе илес ыйтусене çĕкленĕ.

Олег Николаев çитес çул агрослета ытти регионсене те явăçтарас тĕллевлине пĕлтернĕ.

Вăрнар енĕн пĕрлештернĕ команди яланхилле хăйне тивĕçлĕ кăтартнă. Спорт мероприятийĕсенче вăрнарсем пĕрлештернĕ зачетра 2-мĕш вырăн йышăннă. Пĕрлехи çитĕнĕве волейболри, канат туртассинчи, кире пуканне йăтассинчи, квадроциклпа фигурăсем туса ярăнассинчи лайăх кăтартусем кĕнĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Максим Архипов, Владимир Скворцов тата Мария Путряшова туризм енĕпе 1-мĕш пулнă.

Вăрнарсем çавăн пекех чăваш туйĕн композицине те кăтартнă. Творчество конкурсĕсене хастар хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика