Ĕçре пиçĕхнĕ, хисепе тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2024, 14:11 Просмотров: 160

- Халь тепĕр чухне ачалăхпа çамрăклăха куç умне кăларатăп та, мĕнле чăтнă-ши тесе тĕлĕнетĕп, - асаилÿ çăмхине сÿтнĕ май пуçне сулкалать Пĕнер Айкăшра пурăнакан Вера Николаевна Арсентьева. Çак кунсенче вăл 95 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăна Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Пăртас ял территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров тата Пăртас ял клубĕн пĕчĕк артисчĕсем саламларĕç.

Вера Николаевна 1929 çулта Пăртас ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă тата кĕçĕннисене пăхнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Вера Николаевна 12-ри хĕрпĕрчи пулнă. Ашшĕне çывăх вăхăтрах фронта илсе кайнă. Унтан вăл таврăнайман, хыпарсăр çухалнă. Пиллĕкмĕш класа куçнă хĕрача амăшне пулăшас тĕллевпе вĕренме пăрахса фермăна ĕçлеме куçнă. Кунта вăл ытти ачасемпе пĕрле сурăхсене пăхнă. Мĕн тĕрлĕ нуша курман пулĕ çак вăхăтра/ Хĕлле киле каймасăр фермăра çĕр каçнă.

- Ачасем, путек йăтма каятпăр, чĕнетчĕ пире Куçма мучи пăранланă путексене уйрăм пÿлĕмсене куçарнă чух. Хĕллехи вăхăтра сурăхсем валли улăм илме каяттăмăр. Пире лаша мар, вăкăр паратчĕç. Утă-улăмне тулли лав тултараттăмăр. Çул çинче аслисем тĕл пулсан тĕлĕнетчĕç. Ăçтан вăйне çитернĕ тулĕк/! Çимелли те, тăхăнмалли те пулман, çапах аслисемпе тан ĕçлеме тăрăшнă, - вăрçă çулĕсенчи ачалăхĕ халĕ те куç умĕнчех тыл ĕçченĕн.

Вунçиччĕ тултарсан Çарăклăра вакунсем тиенĕ çĕрте вăй хума пуçланă. Унта вырнаçма хăй 18 тултарнă тесе те суеçтернĕ çамрăк хĕр. Аслă пиччĕшĕ 7 çул Хура тинĕс çарĕнче службăра тăнă. Пысăк яваплăха туйса, хăйне шеллемесĕр Вера Николаевна амăшне çăмăлрах пултăр тесе тăрăшнă.

- Тем йывăрăш пĕренесене вакунсем çине тиеттĕмĕр. Вера, эс çÿллĕрех, мала тăр-ха, тетчĕç пĕрле ĕçлекенсем. Хирĕçлемен. Пĕрремĕш тăракана пĕренен чи пысăк пайĕ лекетчĕ. Темле йывăр килсен те шăл çыртса чăтнă, - хăйĕн шăпине пĕртте ÿпкелемест Вера Николаевна.

Пăртас тăрăхĕ вăрманлă вырăнта вырнаçнă. Малтан кунта тискер чĕрчунсем те йышлă пулнă. Çарăклăран таврăнакан çамрăк хĕрĕн çулĕ çинче каçпа пĕрре кăна мар кашкăрсем тĕл пулнă.

Çамрăклăхри чи асра юлни вара - тăрнасен ташшине курни. Ăна вăл ачисене те, мăнукĕсене те темиçе хут та каласа кăтартнă пулĕ. Паянхи кун та час-часах çак илеме курса киленме май килнишĕн чунтан савăнать ветеран:

- Çак кун ман пĕчченех ĕçрен таврăнмалла пулчĕ. Вăрманти уçланкăна тухсан тăрнасене курах кайрăм. Вĕсем пĕр тăххăрăнччĕ пулас. Хăйсем çунаттисемпе çапаç, мăйĕсемпе пĕр-пĕрне ыталаса илеç. Эпĕ тĕлĕнсе пăхса тăтăм. 95 çула çитрĕм пулин те, тăрнасен ташши ĕнер анчах курнă пек халĕ те куç умĕнчех.

29 çулта маттур хĕр Пĕнер Айкăш каччипе Александр Арсентьевичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă.

- Пĕр-пĕринпе хĕрпе каччă пек çÿремен. Маларах ăна курнă-ха. Вăл колхоз шоферĕнче ĕçлетчĕ. Пĕрре çапла Вăрнара каймаллаччĕ. Транспорт пулмарĕ. Юлташ тăванĕсем вăрманта вутă тиенине пĕлтерчĕ. Пулăшма кайма ыйтрĕ. Çырла та çийĕпĕр терĕ. Кунта ĕнтĕ манăн пулас мăшăр та пурччĕ. Ĕçе вĕçлесен, вутта яла илсе килсе пушатсан вăл шахвăртса: «Пĕччен каймас, кама та пулсан тупса парăр», терĕ. Эпĕ кăна илтсен часрах килелле вĕçтертĕм. Каç пулнăччĕ ĕнтĕ. Килтисем çывăрма та выртнă. Нумай та вăхăт иртмерĕ, чÿречерен шаккарĕç, «пушмак пăру» шыраса килнине пĕлтерчĕç. Эпĕ чаршав хыçĕнчен тухма та вăтантăм. Аннепе пичче мана качча пама килĕшнине пĕлтерчĕç. Çапла çав каçах мана тăван килтен илсе кайрĕç, - аса илет халĕ Вера Николаевна.

Александр Арсентьевичпа вĕсем 52 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, туслă пурăннă. Çемье пуçĕ Мичурин ячĕллĕ колхозра шоферта, бригадирта, каярах чукун çул çинче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан пыл хурчĕсем ĕрчетнĕ. Вăл 81 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Вера Николаевна та тăван колхозра уй-хир бригадинче хуçалăх саланичченех вăй хунă. Туслă та ĕçчен çемьере виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл кун çути курнă. Хисеплĕ мăшăр ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, икĕ ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр ир татăлнă. Паянхи кун Нина хĕрĕ Çĕмĕрлере, Алевтина Канаш хулинче пурăнаççĕ. Май пур чухне вĕсем яланах амăшĕ патне васкаççĕ. Вера Николаевнана 11-мĕш çул ĕнтĕ Наташа хĕрĕ пăхса-упраса пурăнать. Василий ывăлĕ те ялтах тĕпленнĕ. Кил хуçалăхĕнчи арçын ĕçĕсене вăл пурнăçласа пырать. Çавăн пекех Вера Николаевнан 9 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук. Вĕсем килсен пÿрт-çурт ача-пăча сассипе, савăнăçпа тулать. Çакă мар-и вăл пурнăç тĕллевĕ/

Хăйĕн ĕмĕрĕнче хура-шурне сахал мар астивнĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕ. Анчах темле йывăр пулсан та çынлăха, чун ăшăлăхне, шанăçлăха çухатман. Вера Николаевна паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика